Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утренник иртрĕ

15 мая 2010 г.

Хырхĕрри тĕп шкулĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлева халалланă утренник иртрĕ. Ăна Н.К.Иванова класс ертÿçи хатĕрлесе ертсе пычĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен Максим Белков, Сарра Хлебникова, Катя Морозова, Динăпа Настя Ятмановăсем аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе паллаштарчĕç, унăн пархатарлă ĕçĕсем пирки витĕмлĕн каласа пачĕç.

Чăн та, паллă ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа та пĕтереес çук. Иван Яковлевич – пĕрремĕш чăваш букварьне кăлараканĕ, чăваш азбукине те хăех хатĕрленĕ. Вăлах Чĕмпĕр хулинче ятарласа чăваш шкулне уçнă.

Паллă педагога халалласа шкулта илемлĕ стенд хатĕрленĕ, кашни класс ертÿçи ачасемпе И.Я.Яковлев çинчен калаçу ирттернĕ. Вулавăшра Р.Т.Морозова библиотекарь аслă вĕрентекенĕмĕр пирки çырнă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ, кунтах — Иван Яковлевичăн хайлавĕсем.

Чăваш патшалăх символика кунĕнче ирхи мероприяти «Тăван çĕр-шыв» гимнĕ янранипе пуçланчĕ.

Историпе тăван ен культурине вĕрентекен Г.А.Белкова Чăваш патшалăх гербĕ, ялавĕ, гимнĕ çинчен каласа пачĕ. Патшалăх символĕсене йышăннăранпа кăçал вун сакăр çул çитрĕ. Республикăра пурăнакансем те, ытти регионсенче тĕпленнĕ ентешсем те символсен пĕлтерĕшне ăнланаççĕ. Çак пĕлÿ Тăван çĕр-шыв символĕсене хисеплеме хистет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика