Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтне Пасарĕнче кĕрлемест халь пасар

29 января 2009 г.

Пĕлтĕр пуçланă “Пĕчĕк ял шăпи” ярăма вулакансем ыйтнипе кăçал малалла тăсас терĕмĕр. Асăннă ярăм валли материал хатĕрлеме эпир республикăри чи пĕчĕк ялсене çитĕпĕр, вăрман варринчисене те шыраса тупăпăр, вĕсен пурнăçне уçса пама тăрăшăпăр.

Паян паллаштарас тенĕ яла иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнченпех çитме ĕмĕтленетĕп. Ун чухне ĕçпе Хырхĕрри ялне кайма тивнĕччĕ. Шăпах çавăн чухне тĕлĕнмелле сала пуррине пĕлтĕм. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Кĕтне Пасар пирки. Вăл Хырхĕрринчен пĕр çухрăмра, хыр вăрманĕ çумĕнче вырнаçнă. Ял çумĕпе Кĕтне шывĕ авкаланса юхать. Юхан шыв айккинче, тĕрĕсрех сăрт “çамкинче”, юпа уйăхĕнче кукша пуç чечекне курсан хытах тĕлĕннĕччĕ. Епле тĕлĕнмĕн-ха, ара вăл çуркунне кăна чечеке ларать-çке! Кĕр варринче чечекленекенскер темĕнле асамлă паллă панăн туйăннăччĕ. Тĕлĕнмелле çав яла çитмеллех тесе тĕв турăм. Эпир çула тухнă кун Комсомольски салинче 13 градус сивĕччĕ, йывăçсене шап-шурă пас тытнăччĕ. Кĕтне Пасарĕнче вара сивĕ “ачисем” ытларах чĕпĕтнĕн туйăнчĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх, вĕсен патĕнче çырмаллă-айлăмлă вырăн пулнăран яланах 6-7 градус сивĕрех. Çуллахи вăхăтра вара уçăрах.

Кĕтне Пасарĕ чăнах та илемлĕ çĕрте вырнаçнă. Ялăн хĕвел анăç енче хыр вăрманĕ. Хĕвел тухăç енче вара çамрăк хырсем “хăпараççĕ”: ял вăрман уçланкинче вырнаçнă тейĕн. Авал шăпах çапла пулнă-тăр. Корезино /Кĕтне Пасарĕн вырăсла ячĕ çапла/ вырăс ялĕ пулнă-мĕн. Хама самантлăха çак вырăна малтан килнĕ вырăс майри пек туятăп. Илемлĕ, тĕлĕнмелле уçă сывлăшлă вырăнта пурăнма пÿрнĕскерсене ăмсанатăп та. Кĕтне Пасарĕнче маларах кану çурчĕ /санатори/ пулнине те калаççĕ.

Кĕтне Пасарĕнче пире хура юпа тата йывăç çуртра вырнаçнă пĕчĕкçĕ лавкка кĕтсе илчĕç. Чăваш ялĕсем ытларах йăмраллă пулнипе палăраççĕ тĕк - кунта йывăç сахалли куç тĕлне пулчĕ. Ялта йывăç çурт та, çав шутра начартараххи те, çĕнĕлле, кирпĕчрен çĕкленĕ керменсем те пур.

“Çулла тусан айĕнчен тухаймастпăр”

Урамалла виçĕ чÿречеллĕ йывăç çурт мăрйинчен тĕтĕм тухнине кура унта кĕретпĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Валентина Школьникова, кăмака кукринче тĕрмешетчĕ. Çулталăк та вунă уйăхри Кирилл урайĕнче машинисемпе вылятчĕ.

“Ача сачĕ çукран килте ларатăп ак. Ĕçлес тесен ĕç вырăнне тупма пулать-ха. “Восток” хуçалăхăн сысна, ĕне фермисем те пур”, - пытармасть Валентина Ивановна.

Виçĕ çул каялла вĕсем мăшăрĕпе Кĕтне Пасарне Канашран куçса килнĕ, çурт туяннă. Валентина Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, ялта паянхи кун 2 вырăс çемйи кăна юлнă. Вĕсем Воронковсем тата Ковшовсем. Ыттисем - кÿршĕ ялсенчен /Асанкассинчен, Вăрманхĕрри Чурачăкран, Хырхĕрринчен, Хурăнайĕнчен куçса килнĕ чăвашсем/. Кĕтне Пасарĕнче пурĕ 38 çурт. Вĕсенчен 6-шĕ - дача вырăнĕнче. Çавăн пекех 6-7 килте мăрьерен тĕтĕм тухмасть: пушă лараççĕ вĕсем. 100 ытла çын пурăнать кунта. Шкула çÿрекен ача - 13, садик çулĕсенчи ачасем пурĕ 12. Ялта 8 çамрăк мăшăр. Кĕтне Пасарĕнчи 10-15 çын “Восток” хуçалăха ĕçлеме çÿрет. Ялти арçынсенчен ытларахăшĕ вара Мускав çулне такăрлатать.

Валентина Ивановнăн мăшăрĕ Сергей те Мускавра-мĕн. Вĕсен пурĕ 3 ача. Аслисем - вун саккăрти Кристинăпа вун тăваттăри Артем - шкулта иккен. Кĕтне Пасар ачисем Хырхĕрри шкулне çÿреççĕ.

“Пирĕн патăмăра çулла килмелле. Ун чухне кунта калама çук илемлĕ. Вăрмана çырлана, кăмпана çÿреме пулать. Ĕçчен, ырă çынсем пурăнаççĕ кунта. Кашнин 2-3 ĕне. 40 сотка çĕр çинче çынсем тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ял хăйăрлă вырăнта ларнăран улмуççи, чие-слива лартнă хыççăн 2-3 çултан хăрать. Тата ял çумĕнче карьер пурри /шурă хăйăр кăлараççĕ/ кăштах кăмăла хуçать. Çулла хăйăр тиенĕ машинăсем хыççăн тусан мăкăрланать”, - пытармасть çамрăк хĕрарăм. Валентина Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, яла 6 çул каялла газ кĕртнĕ.

Вăл ывăлĕпе вырăсла калаçать-мĕн. Çакна маларах хулара пурăннипе çыхăнтарчĕ.

“Хура юпана тĕкĕнме юрамасть:кĕсен тухать”

Ялти чи хисеплĕ мăшăр - Евдокия Петровнăпа Григорий Семенович Морозовсем патĕнче те пултăмăр. Евдокия аппа - 78, Григорий пичче 79 çулта. Морозовсем Кĕтне Пасарне 1959 çулта Вăрманхĕрри Чурачăкран куçса килнĕ. “Вăл вăхăтра хамăр ялта уйрăлса тухса çурт лартма çĕр вырăнĕ памарĕç пире. Ирĕксĕрех Кĕтне Пасарне килме тиврĕ. Халĕ кунта тĕпленнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместпĕр”, - пытармарĕ Григорий пичче. Пире ватăсен картиш хапхи тĕлĕнтерчĕ. Ăна йăлт шурă кирпĕчрен купаланă. Тăррине эрешлесе илемлетнĕ. “17 метр тăршшĕ, 3 метр çурă çÿллĕш. Ывăлăмпа купаларăмăр”, - хăпартланчĕ ватă кунашкаллине эпир ниçта та курман тесен.

Григорий Семеновичпа Евдокия Петровна ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Григорий пичче 32 çул комбайнерта тăрăшнă, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ятне, орден-медальсене тивĕçнĕ. Морозовсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем тĕрлĕ хулана саланнă. Ватăсем хăйсене йăпанмалăх тесе ĕне те усраççĕ. “Пĕр хăнăхнă йăлана пăрахас килмест. Ĕмĕр тăршшĕпех ĕне, вăкăр тытнă та”, - пытармарĕ Евдокия аппа.

Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Аркадий Яковлевич Яковлев ялта чи ватти. Вăл сакăр вуннă урлă каçнă-мĕн. Морозовсем пире Кĕтне Пасарĕнчен тухнă паллă çынсем çинчен те каласа пачĕç. Вĕсенчен пĕри - йĕлтĕрпе чупас енĕпе Олимп чемпионĕ /1972 çулта/ Владимир Воронков. Владимир Петровича хăй вăхăтĕнче Швеци королĕ хăйĕн чаплă кĕрĕкне те парнеленĕ-мĕн. Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ халь Мускавра пурăнать. Унăн парнисене çĕнсе илессишĕн 10-мĕш çул ĕнтĕ Хырхĕрринче кăрлач уйăхĕнче районти шкул ачисен хушшинче йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе ăмăрту ирттереççĕ. Малтанхи çулсенче унта Владимир Воронков хăй те килнĕ.

Морозовсем пире ялти хура юпа патне илсе кайса кăтартрĕç. “Ку юпана тĕкĕнме юрамасть, тавăрать вăл. Пĕррехинче ăна пĕр арçын кăларнăччĕ те йăлт кĕсен-шатра ăшне путнăччĕ. Юпана каялла лартсан çеç вĕсенчен тасалнăччĕ. Ĕлĕк ку ялта усал вырăссем пурăннă теççĕ. Кунта килсе кĕнĕ тутарсемпе чăвашсене ялтан кăларса яман-мĕн вĕсем”, - пĕлтерет Григорий Семенович.

Чиркÿ вырăнĕнче часавай пулĕ

6 ачаллă /2-шĕ тăван мар/ Елена Романовăпа та паллашма тÿр килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Вăрманхĕрри Чурачăкран куçса килнĕ кунта Елена Геннадьевна. Унăн мăшăрĕ Валерий Владимирович та Мускава ĕçлеме çÿрет-мĕн.

“Хама халь çак ял çынни пекех туятăп. Эпир куçса килнĕ чухне Кĕтне Пасарĕнче вырăссем йышлăрахчĕ. Питĕ ырă кăмăллăччĕ. Çурчĕсем вара хăйсен чаплах марччĕ. /Хăшĕ-пĕри халĕ те пур. Картишĕсенче - “тăрна”-пусă. - Авт./. Çынсем пирĕн ялта тĕрлĕ вырăнтан куçса килнĕ пулин те питĕ туслă пурăнаççĕ. Пĕри утă кÿрсе килсен пурте пулăшма тухаççĕ”, - каласа парать Елена Геннадьевна. Чăн та, çур кунра эпир миçе çынпа калаçмарăмăр-ши, пурте пĕр-пĕрин пирки ырă сăмах кăна каларĕç.

Елена Романова пĕлтернĕ тăрăх, Кĕтне Пасарсем питĕ ĕçчен те çивĕч. Ялта ал ăсти нумай, хурт-хăмăр тытакан чылай. Сунарçăсем те пур. Анчах вĕсен ухутана кайма вăхăт çук, çемье валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илме аякка çÿремелле. Елена Геннадьевна каланă тăрăх, Кĕтне Пасарне килсе çÿрекен пĕр çын /унăн дачи ку ялта-мĕн/ ĕлĕкхи чиркÿ вырăнне часавай лартма хатĕрленет.

Çулталăкне 100000 витре эрех кăларнă

Кĕтне Пасарсем ял историне уçăмлă пĕлменрен Хырхĕрри вулавăшĕнче ĕçлекен Вера Горбуновăпа шкулта истори вĕрентекен Галина Алексеева каласа панă тăрăх, Корезино сали Хаяр Иван патша вăхăтĕнчех йĕркеленме пултарнă. Унта Иваново тăрăхĕнчи вырăссене çĕр панă тени те пур. Хăшĕ-пĕри Корезино 1732 çулта пуçланнă тет. Сала вырăнне малтан Корезин хушаматлă çар çынни килсе тĕпленнĕ. Ăна патша лайăх службăшăн ку тăрăхра çĕр панă. Çав вăхăтрах Корезин вăрă-хурах ушкăнĕн утаманĕ пулнă тени пур. Ялăн чăвашла ячĕ Кĕтне шывĕ хĕрринче ĕлĕк пасар пуçтарăннипе çыхăннă. Чăн та, пасар ку вырăнта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех пулнă. Вăл ялтан çур çухрăмри вăрман уçланкинче иртнĕ. Унта кÿршĕ ялсенчен пухăннă. Чăваш ачи-пăчине вырăс хĕрарăмĕсем шурă çăнăхран пĕçерекен кăпăшка булкăсем илĕртнĕ. Пасарта ытти тавар та чылай пулнă. Анчах вăл хăш кун пухăнни паллă мар.

XVIII ĕмĕрте Корезино Кубня ятлă пулнă. 1732 çулта кунта хысна эрех завочĕ /чăваш тăрăхĕнче пĕртен-пĕрре, ытти 42-шĕ е купсасен, е çĕр улпучĕсен пулнă/ ĕçленĕ. Асăннă заводра çулталăкне 100000 витре эрех кăларнă! Ытти заводсенче 1-15 пин витре таран эрех тунă. Заводра Кубня ялĕнче пурăнакан вырăссем ĕçленĕ. Чăваш Енри 43 завод пурĕ 300000 витре эрех кăларнă, вăл Раççейри эрехĕн 8 проценчĕпе танлашать. Чăваш эрехĕн 1/3 пайне вара Кубняри заводра хатĕрленĕ. 1750 çулта завод ĕçлеме пăрахнă. Интереслĕ: эрехне мĕнрен тунă-ши вĕсем?

Салапа юнашар /хальхи вăхăтра унта хуçалăх утарĕ вырнаçнă/ сăмала юхтармалли завод пулнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн та ĕçленĕ. Унта Хырхĕрри, Вăрманхĕрри Чурачăк çыннисем ĕçе çÿренĕ. Салара сăмала юхтарнипе çыхăннă хушаматсем те пур: Воронковсем, Ковшовсем, Сугоровсем /сухăр сăмахран-тăр/.

1892 çулта ялта чиркÿ уçнă. 1894 çулта вара чиркÿпе прихут шкулĕ ĕçлеме пуçланă.

1929 çулта çуллахи вăхăтра ялта пушар тухнă. Ĕçлеме пултаракан пĕтĕм халăх хирте, Чакан çырми патĕнче пулнă. Чиркÿпе староста çурчĕ, урам вĕçĕ кăна юлнă пушар хыççăн. Пушарччен салара 270 çурт пулнă. 1970 çулта Кĕтне Пасарĕнчи чиркĕве Хырхĕррине куçарса кайнă, 8 çул вĕренмелли шкул уçнă.

“Ĕç çук тăк çынна ялта тытаймăн”

Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Воробьевпа та курса калаçрăмăр. Анатолий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ял тăрăхне Эткер пĕчĕк ял та кĕрет. Унти пуçламăш шкулта пурĕ 4 ача кăна вĕренет-мĕн. Вĕсене пĕр вĕрентекен пĕлÿ парать.

Маларах ял Канашĕн çурчĕ те Корезино салинче пулнă-мĕн. Унтан ăна Асанкассине, каярах Хырхĕррине куçарнă.

“Клуб, шкул, медпункт Хырхĕрринче вырнаçнă. Кĕтне Пасарне чул сарса çул турăмăр. Çитес çул асфальт сарма палăртатпăр. Шел, патшалăх ялсене миçе çын пурăннине кура укçа-тенкĕ уйăрать. Çакна эпĕ тĕрĕс мар тесе шухăшлатăп. Шел, юлашки çулсенче Кĕтне Пасарĕнче ача çураласси чакрĕ. Ял çывăхĕнче уйрăм çын тытакан карьер пур. Вăл 14 гектар йышăнать. Халăх çакăнпа питĕ кăмăлсăр”, - каласа парать Анатолий Воробьев. Малтанхи ертÿçĕсем Кĕтне Пасарĕнче çамрăк специалистсем валли çуртсем те çĕклесшĕн пулнă имĕш. Анчах темиçе хут чавсан та шыв тупайман. Кĕтне Пасарĕнче колонкăсем те çук. Çынсем май килнĕ таран çăл чавнă.

“Хăть çул ту, хăть газ кĕрт, ĕç пулмасассăн тытма çук çынна ялта. Çавăнпа çамрăк арçынсем Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Паянхи çамрăксем пысăк шалушăн, пирĕн вăхăтри пек мотоциклпа мар, машинăпа çÿресшĕн. 10 пин тенкĕ парсан хуçалăхра вăй хума хирĕç мар”, - теççĕ вĕсем.

- Мĕнле шухăшлатăр, мĕншĕн салара вырăс сахал юлнă?

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 45-50-мĕш çулĕсенче вырăссем Канаша, пысăк стройкăсем пынă çĕре куçа-куçа кайнă. Хула туртăмне маларах ăнланса илнĕ вĕсем.

Ял историйĕ пирки тепĕр верси те пулма пултарать ман шухăшпа. “Корезин” сăмах чăвашла “кăра çын” пек илтĕнет. Ялта хура юпа пуррине шута илсен Корезин вăрă-хурах ушкăнĕн утаманĕ пулнă тени тĕрĕс те пек туйăнать.

Кашни çын хăй пĕр тĕнче теççĕ те - ял вара чылай пысăкрах тĕнче. Унта çур кун пулнипех унăн ăраскалĕ пирки йăлтах каласа та параймăн. Анчах пĕр чăнлăха ăнлантăм: çирĕп ял вăл! Пушарта 200 ытла çурт тĕппипе çуннă пулин те çĕнĕрен çĕкленме пултарнă. Кĕтне Пасарĕ малашне те аталанасси иккĕлентермест мана. Хуларан яла куçса килекен те пур. Школьниковсем ав ачисем хуняшшĕ лартнă хырсемпе киленсе ÿсчĕр тесе Канашран куçса килнĕ. Чиркÿ вырăнĕнче часавай çĕкленсен, кам пĕлет, тен, пасар та ĕçлеме пуçлĕ? Калăпăр, уйрăм çын тытса тăракан пасар пулĕ вăл. Маларах асăннă чечеке ларнă кукша пуç çакăн пирки систермен-ши мана?..

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика