ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕПĔÇ ЮРĂСЕМ ПАРНЕЛЕРĔÇ

22 марта 2008 г.

"Каçал" фольклор ансамблĕ Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнчи Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Пирĕн ентеш, Çĕнĕ Кипеç каччи Владимир Павлов ертсе пыракан фольклор ансамблĕ пултарулăхĕпе палăрма та ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ çул "Халăх фольклор ансамблĕ" ята тивĕçнĕ, Чĕмпĕр хулинче, Чулхула облаçĕнче ирттернĕ фестивальсенче малти вырăна тухнă. "Каçал" фольклор ансамблĕ март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнче пысăк концерт кăтартрĕ. Нĕркеçпе Янкасси ялĕсенче пурăнакансем вĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Артистсем çепĕç те илемлĕ юрăсем парнелерĕç. П.Баринов юрлани, Униççе аппан "Асанне" ташши куракансен кăмăлне кайрĕ. Залра куракансем йышлах мар пулин те, вĕсем артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Концерт пурне те килĕшрĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов артистсене савăнăç парнеленĕшĕн тав турĕ. Малашне татах та кон-цертпа килессе шаннине пĕлтерчĕ. Ĕнер ансамбль Патăрьел районĕнчи Ишек ялĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика