ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАНĂÇА ХĂВАРМАÇÇĔ

19 марта 2008 г.

Çут çанталăкăн хăйĕн вăхăчĕ: çу иртсессĕн кĕр çитет, кĕр хыççăн - шартлама хĕл. Хĕллепе çуркунне тавлашаççĕ, вăй виçеççĕ. Кĕрĕкпе сăхман тĕл пулаççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем Çăварни уявне ирттереççĕ. Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш çыннисем март уйăхĕнче Çăварние уявларĕç. Праçнике йĕркелесе ирттерме Н.И. Васильев фермер тата Шупашкарти "Агропромэнерго" ХАО генеральнăй директорĕ А.Ф. Иванов спонсорсем пулăшрĕç. Вĕсем ялта йĕркелекен тĕрлĕрен мероприятисене ирттерме тăтăшах пулăшаççĕ. Николай Иванович хăй те пултаруллă спортсмен. Кашни çулах "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупăвĕнче хастар. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăчĕ пулин те, кăмăл пăсăлмарĕ. Чăн малтанах арçынсем кире пуканĕ йăтас енĕпе тупăшрĕç. Пĕр-ремĕш вырăна Н.Ксенофонтов, иккĕмĕшне А.Николаев, А.Козлов виççĕмĕшне тивĕçрĕç. Вĕрен туртас енĕпе те хĕрỹ тупăшу иртрĕ. Кунта аслисем вăйлăрах пулчĕç. Çумăр çунине пăхмасăрах йĕлтĕр сырма та ỹркенмерĕç. Çемьесем старта тухрĕç. Пĕрремĕш вырăна Васильевсен çемйи çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Козловсем. Виççĕмĕш вырăна Васильевсен çамрăк çемйи тухрĕ. Чупассипе те ăмăртрĕç. Старта аслăраххисем тухрĕç. Финиша чи малтан Г.Козлов çитрĕ. Каярахпа халăх футбол площадкине васкарĕ. Вăйă питĕ хĕрỹ иртрĕ. Пурте мала тухассишĕн тăрăшрĕç. Хавхалантарса тăракансем те нумайăн пулчĕç. Вăйă аслăрах çулхисем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Çак кунах ялти культура çуртĕнче ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Унта тĕрĕсем, çыхнă япаласем пулчĕç. Пĕринчен тепри хитре, нихăшне те парнесĕр хăварма сăлтав çук. Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсем тĕрлеме, çыхма ăста. Л.Игнатьева, М.Федорова, М.Краснова, М.Майорова, Л.Краснова, А.Петрова, Л.Харитонова чи пултаруллисем пулчĕç. Вĕсене парнесемпе чысларĕç. Çапла вара Аслă Çăварни кунĕ хаваслă иртрĕ. Çак ырă йăла-йĕркене манас марччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика