ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУБОКА АЛРАН ВĔÇЕРТМЕРĔÇ

19 марта 2008 г.

Нĕркеç тăрăхĕнче волейбол вăййине кăмăллакансем чылайăн. Вĕсем районта, республикăра иртекен ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Район командинче те нĕркеçсемех выляççĕ. Апла пулсан кунта Совет Союзĕн Геройĕ Г.Н.Чернов ячĕпе волейбол турнирне çулсерен ирттерни те ахаль мар. Кăçал ăна мартăн 15-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Шел пулин те, иртнĕ çулсенче 7-9 команда вырăнне кăçал 4 команда çеç вăй виçрĕ. Чи малтанах вăрнарсемпе елчĕксем вăйă площадкине тухрĕç. Вăрнарсем çĕнтерчĕç. Нĕркеç ялĕн икĕ команди пĕр-пĕрне хирĕç вылянине курса ларма та интереслĕ пулчĕ. Ăстарах вылякансем çĕнтерчĕç. Апла пулин те иккĕмĕш команда пуçне усмарĕ. Вĕсем вăрнарсен çивĕч вылякан командине 2:0 шутпа парăнтарма пултарчĕç. Çак вăхăтра залра ларакансем хавхалантарса тăчĕç. Финалта Нĕркеçсен пĕрремĕш командипе вăрнарсем вăй виçрĕç. Икĕ команда та пĕр пек вылянăран тупăшу питĕ çивĕч пулчĕ. Кашни очкошăн вăйран тăрăшма тиврĕ. Килте стенасем те пулăшаççĕ тени тỹрре тухрĕ пулĕ, пит маттур выляса вăрнарсене 2:0 шутпа парăнтарчĕç. Куракансем, вылякансем паллах чунтан хĕпĕртерĕç. Кубока алран вĕçертменни те хăпартлантарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Елчĕк районĕн туслă команди. Вăрнар- сем виççĕмĕш вырăна çеç тивĕçрĕç. Çак кун тăван ял чысне çỹллĕ шайра тытма, вăйăсенче çĕнтерме тĕллев лартнă спортсменсен ячĕсене асăнса хăварас килет. П.Иванов, В.Гладков, В.Дмитриев вăйă площадкинче темиçе çул выляççĕ, çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Кĕçĕнреххисем те вĕсенчен кая юлмаççĕ, мĕн каланине ăша хываççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ яланах малта. С.Иванов, А.Ефремов, Лева, Слава, Владик Гладковсем, А.Иванов, А.Гладков вăйăсенче ăсталăхпа палăрчĕç. Маттур, малашне те çаплах выльăр. Çĕнтерỹçĕсене район пуçлăхĕ Г.Волков, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов, Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕ В.Воронов, "Слава картофелю" агрофирма директорĕ Х.Идиатуллин, "Тав" фирма директорĕ А.Капитонов саламларĕç. Парнесемпе грамотăсем парса чысларĕç. Ăмăртăва ирттерме пулăшнă предпринимательсене вара тав сăмахĕ каламаллах. В.Беляев, О.Никифоров, Н.Таллеров, Н.Ефремов предпринимательсем, Канашри "Сортсемовощ" директорĕ Н.Иванов, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу цехĕн директорĕ В.Агамирян, "Слава картофелю" агрофирма спонсорла пулăшу кỹнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика