ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ЫРĂ ЧĔРЕ" АКЦИ ИРТТЕРТĔМĔР

15 марта 2008 г.

Чăвашсен паллă этнопедагогĕ Г.Н.Волков: "Ырă пулма пултарни - телей. Ырă тума пултарни - пархатар",- тесе каланине тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр эпир Ырă ĕçсен планне. Çулталăк пуçламăшĕнче пирĕн шкулта "Ырă ĕçсен эрни" пулса иртрĕ. Çак вăхăтра ачасем чылай усăллă ĕç турĕç. Неркес шкуленче Тимур командисем йĕркеленчĕç. Ватă çынсене шыв кỹме, картишне юртан тасатма пулăшрĕç. Çунатлă туссем çинчен те манса каймарĕç, сырăшсем туса çакрĕç. Чи асра юлни вара - Патăрьелĕнчи шкул-интерната кайса килни. Уяв концерчĕпе савăнтартăмăр эпир вĕсене. "Ырă чĕре" акцире пуçтарнă укçапа магнитофон илсе парнелерĕмĕр. Уншăн питĕ хĕпĕртерĕç. Тав туса пире вĕсем юрăпа савăнтарчĕç. Пурте пĕрле "Дружба" юрра шăрантартăмăр. Çĕр çинче туслăх, тăванлăх, килĕшỹ пултăр тесе чĕнсе каларăмăр. Шкул-интернат директорĕ Л.Толстова Тав çырăвĕ вуласа пачĕ, ăнăçу сунчĕ, татах та килсе курма сĕнчĕ. Çав кун шкул-интернат ачисене пĕчĕк уяв туса пани пирĕншĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Ырă ĕç чăнах та пархатарлă пулнине ăнланса илчĕç ачасем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика