ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛЛЕВСЕНЕ ПУРНĂÇЛАСЧĔ

27 февраля 2008 г.

Февралĕн 20-мĕшĕнче районти "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕнчи ĕçченсемпе специалисчĕсем иртнĕ çулталăкри ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Хуçалăх 2007 çула япăх мар вĕçленĕ, çапах мухтанмаллиех çук. Пĕлтĕр ял хуçалăх продукцине 9947 пин тенкĕлĕх сутнă. Анчах та тупăшĕ сахал. 2007 çулта кассăна 9313 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Ĕç укçи тỹлеме 2451 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутран налук, НДС, пенси, социаллă страховани, медицина фончĕсене тỹленĕ. Кредитпа туяннă техникăшăн та вăхăтра тỹлемелле. Паянхи куна парăмсем те çук мар, унпа пĕрлех хуçалăха парăма кĕнисем те пур. Ал-ура çавăрса ярас тесен çанна тавăрсах ĕçлемелле. Выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстермелле. Ăратлă ĕнесем те туянас шухăша укçа-тенкĕ çитменни ура хурать. Кĕçех çураки. Ака-суха ĕçĕсем тума та нумай тăкак тỹсмелле. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянмалла, трактор-машинăсене юсаса çĕнетмелле. Хуçалăхра специалистсем çитменни те чăрмав кăларса тăратать. Арçынсем аван укçа-тенкĕ тỹлекен çĕрте вăй хураççĕ, чылайăшĕ шапаша çỹрет. Çамрăксем те хуçалăха ĕçлеме килес тĕллевлĕ мар. Кун пек чухне вара вăй илсе ĕçлесе кайма, чăнах та, йывăртарах. "Çĕр улми çитĕнтерсе пысăк тупăш илме май пур. Çавăнпа та кăçал ăна 40-50 гектар çинче лартса çитĕнтересшĕн. Вăрлăх ун валли хатĕр. Выльăх апачĕ кăçал ытларах хатĕрлесе хăварасчĕ, унсăрăн май çук. Сенаж хывас енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле",- терĕ хуçалăх ертỹçи С.И.Тимофеев. Кăçал сĕт сутса аван тупăш илнĕ. Хуçалăхра 479 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 130-шĕ - сăвакан ĕне. Анчах та кашни ĕнерен вăтамран 2900 килограмм çеç сĕт сунă. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков малашне тăрăшарах ĕçлеме сунчĕ. Пĕрле пухăнса ĕçлемесен ỹсĕмсем тума йывăртарах пулнине палăртрĕ. Пухăва килнисем, хуçалăх ĕçченĕсем те тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Чи пăшăрхантараканни вара - ĕç укçи пĕчĕк шайра пулни. Хуçалăхра лару-тăру çăмăлах мар пулин те ĕçе тĕрĕс йĕркелесе ярсан ĕçченсен шалăвне ỹстерме шанчăк пур. Апла пулсассăн вăй хурсах ĕçлемелле, палăртнă ĕçсене пурнăçламалла. Çуракине тĕплĕн хатĕрленмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика