13 февраля 2008 г.
Çын çынпа пурăнать. Çын çынпа савăнать. Çын! Хăватлăн янăрать сан яту. Çын юраттăр çынна, Хисеплетĕр ăна, "Çын патне эс васка. Ырă ту",- тенĕ чăваш халăх поэчĕ П.Афанасьев, этемĕн çĕр çинчи вырăнĕ пирки шутласа. Чăнах та, çынсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Хамăр тавра пурăнакансене ырă ĕçпе тĕлĕнтересчĕ. Аслисене кăна мар, çамрăксене те ырă ĕç тума явăçтарасчĕ. Ырă шухăш, кăмăл, ĕмĕт, ĕç, çын.... Вĕсенчен пахи, хакли тата мĕн пур-ши çĕр çинче? Ырă кăмăллă çынсем ял çинче те палăрса тăраççĕ. Вĕсем пуринпе те ăшшăн калаçаççĕ, кỹрентермеççĕ. Апла пулсассăн вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Тукас ачисем ырă ĕçпе палăрма шутларĕç. Маттур каччăсемпе хĕрсем çак касри Тамара аппана пулăшма тĕллев тытрĕç. Хĕрарăм пĕчченех пурăнать, çавăнпа та кил хуçалăхĕнче пурнăçламалли ĕçĕ те чылай. Юр çуса тултарнă - ăна хырмалла. Колонкăран шыв йăтса килмелле тата ытти те. Ачасем хăйсем пултарнă ĕçе наччасрах пурнăçлама килĕшрĕç. Чи малтанах пурте пĕрле пỹрт умĕнчи, картишĕнчи юра тасатрĕç. Çунапа шыва кайса килме те ỹркенмерĕç. Тамара аппа пулăшушăн чунтан савăнчĕ, ачасене тав турĕ. Малашне те çапла туслăн ĕçлеме, шкулта лайăх вĕренме сунчĕ. Вĕренекенсем ыттисене те пулăшма шантарчĕç. Вĕсемпе пĕрле пур ача та явăçса ĕçлесен епле аван пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"