29 декабря 2007 г.
Хаçат-журнал вуламасăр хыпарсемпе паллашаймăн. Çавăнпа та вĕсемпе яланах туслă пулмалла. Анчах та пур периодикăна та килте çырăнса илеймĕн. Çавăнпа та билиотека пуян пулни паха. Тĕслĕхрен, Нĕркеçри моделлĕ библиотека 20-23 экземпляр хаçат-журнал çырăнать. Библиотека хăй вăйĕпе, паллах, çакăн чухлĕ периодика изданийĕ çырăнса илеймест. Çавăнпа та кунта ял çыннисем пулăшу кỹни вырăнлă. Вĕсем хаçат-журнал çырăнса параççĕ. Периодика изданийĕсемпе вара пурте паллашма пултараççĕ. Акă, 2008 çулхи I çур çула вырăнти "Госсорткомисси" ФПУ дирекцийĕ "Мурзилка", "Тетте", Канашри "Сортсемовощ" директорĕ, пирĕн ял çынни Н.В.Иванов "Самант", "Тантăш", Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн администрацийĕ "Хыпар" ИÇ кăларăмĕсене, Н.Прохорова, И.Порядкова, Н.Порядкова "Учимся читать, писать", А.Волкова "Капкăн", Л.Иванова "Айболит", Н.Воронова "Чăваш хĕрарăмĕ", В.Карпова "ЗОЖ", В.Ксенофонтова "Лена", А.Волков "Детская газета" хаçат-журналсене çырăнса пачĕç. Ачасем те, аслисем те çак изданисене юратса вулаççĕ. Унти интереслĕ материалсемпе паллашаççĕ. Уйрăмах ачасемшĕн хаçат-журналсем паха. Унта тĕрлĕ вăйă, калав-юмах тупма пулать. Çавăнпа та манăн вĕсене чĕререн тав тăвас килет. Малашне те çапла туслă пурăнасчĕ. Ыттисене те çак йыша хутшăнма сĕнес килет. Сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, тулли телей сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"