ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нĕркеçсен сăваплă ĕçĕ

25 июля 2007 г.

«Часавай стенине хăпартма тытăнтăмăр. Çын питĕ нумай.  Паянах купаласа пĕтеретпĕр.  Килсе ÿкерсе  кайăр  историллĕ саманта», - терĕ телефонпа Геннадий Егорович Ефремов, Комсомольски районĕнчи  Хирти Сĕнтĕр  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Пĕр тунмасăр калатăп, ку сăмахсене  илтме питех те кăмăллă пулчĕ, чĕрем çине çу сĕрнĕнех туйăнчĕ.

 

Аса илтерем:  Нĕркеçĕн  часавайне 30-мĕш çулсенче  коммунистсем  аркатнă.  Ун вырăнĕнче  çĕнĕ  часавая çĕклеме  Нĕркеçсем 2000 çулта пикеннĕччĕ. Турă çурчĕ пулмалли вырăна  хĕрес лартса çветит тунă хыççăн республикăн районĕсенчи тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Анатолий  протоирей çапла каланăччĕ «Часавай  тунă чухне йывăрлăхсем те сике-сике тухĕç.  Çапах та ăна  вăхăтра  туса пĕтемре Турă вăй-хăват  патăр сире. Чуншăн усăллă ĕç тăватăр».

Чăнах та çапала пулчĕ – тĕрлĕ сăлтава пула пуçăннă ĕç чарăса ларчĕ. Шĕкĕр Турра, кăçал  пăр тапранчĕ, мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Чăтаймарăм,  фотокорреспондента пĕрле илсе тăван ялĕма тухса вĕçтертĕм.

 Геннадий Егорович тĕрĕсех каланă: нимене ватти-вĕтти тухнă. Пĕрисем кирпĕч йăтаççĕ, теприсем раствор хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшсем кирпĕч хураççĕ.  Ĕлĕксенче, ялта  çĕнĕ çурт çĕкленĕ чухне, кирпĕч хуракансене шыраса хăшкăлатчĕç.  «Халĕ  ку енĕпе ништяк, часавай стенине Мускавра, Чулхулара вун-вун хутлă çуртсем  тăвакан çамрăксем хăпартаççĕ.  Курăр-ха, мĕллешшĕ тÿрĕ, çип çапнă пек хураççĕ», -  тет Юманков  Петя, кĕреçе сухалне ытарлă шăлкаласа. Унпа килĕшсе пуçăма сĕлтетĕп, çамрăксене: «Хăпарса пынăçемĕн аллăра ан пăсăр», - тетĕп.

 Пĕтĕм ĕçе Г.Ефремов хăй  йĕркелесе  тăрать.

 - Паян часавай стенине купалама тытăнни ял историйĕшĕн, Нĕркеç çыннисемшĕн  çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăхăн сăваплă палăкне  каялла тавăрса, чĕртсе тăратса аслисен умĕнчи парăма тататпăр, çамрăксен ăс-хакăл шухăшне аслăлататпăр, хамăра йăх-несĕлĕмĕрсем ĕмĕр-ĕмĕр  тытса пынă йăла-йĕркесен  сапăр пулăмĕсем  çине çĕнĕлле пăхма вĕренетпĕр, - тет Геннадий Егорович.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ часавай мĕнлерех пулассипе те паллаштарчĕ.  Интереслĕ, юрăхлă  проект шыраса таçта та çитнĕ иккен вĕсем. Халăхпа канашланă хыççăн   Патăрьел  районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи  пек тума сăмах татнă. Анчах чылай пысăкрах пулать: тăршшĕ – 6 метр, сарлакăшĕ – 4, çÿллĕшĕ 9 метр.

 - Кăçал чиркĕвĕн пачăшкипе Алексей аттепе  калаçса татăлнă тăрăх,  кунта пĕчĕк алтарь та пулĕ, тĕрлĕ служба иртĕ.  Ватă çынсем   малашне ял-ял чиркĕвĕсем  тăрăх çÿресе нушаланмĕç, -  тет ял пуçлăхĕ кăмăллăн. -  Ку самантчен тумалли пайтах-ха. Çапах та чи пысăк ĕçĕ паян тăватпăр.

Часавай тунă çĕрте яшсемпе хĕрсем (Нĕркеçсем кăна мар, кÿршĕ ялсенчен те килнĕ), шкул ачисем  нумайăн пулни  аслă çыннăмăрсен кăмăлне çĕклентернĕ.

- Кун пек çамрăксем пур чух ялăн малашлăхĕ пысăк.  Вĕсем илĕртÿллĕ те сатур ĕçленине курса чунăм савăнать, - тет çитмĕл çиччĕри Саня аппа. Çак шухăшах çитмĕл улттăри Геор тете те каларĕ.

Хĕвел кăнтăр  урлă каçсан поварсен ĕçне йĕркелесе тăракан Мария Ефремова, Геннадий Егоровичăн мăшăрĕ, ниме халăхне  ниме апатне ас тивме йыхравларĕ…

Тĕрлĕ çимĕçпе йăтăнакан сĕтелсен хушшинче маçтăрсем  вăрах сайланса лармарĕç, вăшăл-вашăл çирĕç те каллех хĕрÿ ĕçе пикенчĕç.

Пĕрле кар тăрсан темле йывăрлăх та парăнать. Паянхи  çăмăл мар пурнăçра çăкă питех те кирлĕ. Пĕрлехи ĕç пĕрлештерет, чун-чĕрене хытма памасть.  Апла пурăнатпăр-ха. Пурăнатпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика