ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСТА ВЫЛЯКАНСЕМ ÇĔНТЕРЧĔÇ

07 марта 2007 г.

Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Г.Н.Чернова асра тытса, ун ячĕпе çулсеренех волейбол турнирĕ йĕркелеççĕ. Турнира март уйăхĕн 3-мĕшĕнче ирттерчĕç. Шкул спортзалне спортсменсемпе куракансем чылай пухăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансен шучĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Турнира район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. Пурне те çитĕнỹсем тума вăй-хал, чăтăмлăх сунчĕ. Çавăн пекех Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов, "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕн ертỹçи Г.Н.Чернов сăмах каларĕç. Спорт площадкăра вара хĕрỹ вăйă пуçланчĕ. Куракансем вăйăсенче хавхалантарсах тăчĕç. Вăрнар, Тăвай, Канаш, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчен те командăсем килсе çитнĕ. Елчĕк районĕнчен 3 команда хутшăнчĕ. Комсомольскисем те вăйăсенче хастар пулчĕç. "Кубня", Шурут спортсменĕсем маттур вылярĕç. Анчах та Вăрнар, Тăвай, Канаш районĕсенчи спортсменсене парăнтараймарĕç. Чи хĕрỹ тупăшу вара Нĕркеç командипе Вăрнар спортсменĕсем хушшинче пулчĕ. Хĕрỹ тупăшура нĕркеçсем вăрнарсене 2:1 шутпа парăнтарчĕç. Вăрнарсемпе тăвайсен вăйĕ пĕр тан пулчĕ, пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Тăвайсем çирĕпрех те маттуртарах пулчĕç, 2:0 шутпа çĕнтерчĕç. Финалта канашсемпе нĕркеçсем вăй виçрĕç. Пĕрремĕш партинче канашсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшне нĕркеçсем илчĕç. Çак вăхăтра куракансем хуçасене çĕнсе илме хавхалантарса кăшкăрчĕç, кашни очкошăн савăнчĕç. Виççĕмĕш парти уйрăмах хĕрỹ пулчĕ. Пĕр пек очкопах пырса, юлашкинчен канашсем мала тухса 16:14 шутпа çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Нĕркеç командин спортсменĕсене вара палăртса хăварас килет. С.Гладков, В.Гладков, А.Иванов, В.Дмитриев, А.Ефремов, А.Иванов, С.Иванов спортсменсем ăста, пĕр-пĕрне ăнланса вылярĕç. Иккĕмĕш вырăна кăна тивĕçрĕç пулин те, вĕсене пурне те хĕрỹллĕн саламларĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсем, парнесем парса хавхалантарчĕç. "Чи ăста çăмха паракан" С.Гладков тесе палăртрĕç. Вĕсене уйрăм парнесемпе савăнтарчĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика