ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енри уйрăм хушма хуçалăхсем сĕтшĕн субсиди илĕç

11 июня 2020 г.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев иртнĕ эрнере сĕтĕн туянакан хакĕ пирки ыйту çĕкленĕ.
Çуллахи вăхăтра сĕт парас текенсем туянас текенсенчен нумайрах пулнине кура сĕтĕн туянакан хакĕ икĕ хута яхăн чакнине палăртнă вăл.
Сĕт хакĕ çине коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕ те витĕм кÿнĕ. Продукцин тĕп потребителĕсем — обществăлла апатлану вырăнĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем — март вĕçĕнчех ĕçлеме пăрахнă. Çапла халĕ сĕте халăхран литршăн вăтамран 15,9 тенкĕпе туянаççĕ. Çак хак уйрăм хушма хуçалăхсемшĕн ытла та пĕчĕк.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăра пурĕ 22 пин уйрăм хушма хуçалăхра сĕт туса илеççĕ. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 56 пин ытла сăвăнакан ĕне. Республикăра туса илекен сĕт-çу продукцийĕн çуррине ытла шăпах уйрăм çынсенчен пуçтарнă сĕтрен туса кăлараççĕ. Регионта пурĕ 14 сĕт-çу завочĕ ĕçлет. Вĕсем республикăра суса илекен 420 пин тонна сĕтрен хатĕр продукци туса кăлараççĕ.
Фермер хуçалăхĕсене тата ял хуçалăхĕнче тăрăшакан пысăк предприятисене сĕтшĕн субсиди тÿлеççĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсем вара хальччен тимлĕхсĕр юлнă. «Хушма хуçалăхсене пулăшу кÿни тĕрĕс пулать тесе шутлатăп. Уйрăмах çуллахи вăхăтра, — тет Олег Николаев. — Пирĕн çак отрасле ăнăçлăн ĕçлеме пулăшмалла, хушма ĕç вырăнĕсем тумалла, çынсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлемелле, продукци туса илекенсене ăна сутмалли каналсемпе тивĕçтермелле».
Уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшу кÿмелли укçа-тенке картиш территорийĕсене юсамалли регионаллă программăран илме палăртнă. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнчех уйăрнă 1,5 миллиард тенкĕпе районсенчи влаçсем темшĕн усă курма тăхтаса тăнă. Çак укçапа 119 ял-хулари 1200 картиш территорине юсаса тирпей-илем кĕртме планланă пулнă. Анчах та паянхи куна 10 муниципалитет çеç подрядчиксемпе контрактсем çырнă. Кĕрхи çумăрсем пуçлансан çеç асфальт хума пикенесрен тата укçана каялла федераци бюджетне тавăрса парас мар тесе унпа уйрăм хуçалăхсене пулăшу кÿме шутланă.
Çĕнĕ пулăшу мери валли кирлĕ документсене питĕ хăвăрт хатĕрленĕ: пĕр эрне те иртеймен. Çывăх вăхăтра субсиди илмелли правилăсене çирĕплетĕç. Çак укçа хушма хуçалăхсенчи сăвăнакан ĕнесене усрама каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштарĕ. «Ку енĕпе ĕçе йĕркелерĕмĕр, эрне вĕçĕ тĕлне çĕнĕ правилăсене çирĕплетĕпĕр. Малалла администрацисен пуçлăхĕсен субсиди парассине йĕркелемелле пулать», — çирĕплетет Олег Николаев.
Субсиди панă чухне суса илнĕ тата сутнă кашни литр сĕте мар, сăвăнакан ĕне пуçне шута илме планлаççĕ. Хуçалăхра пĕр ĕне пулсан — 2300 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан — кашниншĕн 3300 тенкĕ, виçĕ е ытларах ĕне пулсан — кашниншĕн 4300 тенкĕ субсиди парĕç. Ĕнесен хуçисен ял поселенийĕн администрацине заявлени çырмалла, унта хăйсен адресне, хуçалăхри ĕнесен шутне кăтартмалла, субсиди куçармалли счетăн реквизичĕсене памалла. Çакăн пек пулăшупа усă куракансен сăвăнакан ĕнесен шутне тепĕр çулччен чакармалла пулмасть.
Уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшу кÿме пурĕ 185 миллион тенкĕ уйăрнă. Июнь вĕçĕнче субсидисене тÿлеме пуçлĕç те.
Палăртса хăвармалла: вырăнти администрацисем картишсене юсама уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курма васкаман пулсан та, ку программăсем малалла та ĕçлеççĕ. Вырăнти влаç органĕсене документсене хатĕрлеме, подрядчиксене тупма хушма вăхăт панă. Картишсене тата виçĕ çул хушши тирпей-илем кĕртĕç. Çакна тума çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрĕç.
А.КРЯЖИНОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика