ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ

31 июля 2018 г.

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче районта чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес, асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес комиссин ларăвĕ иртнĕ.
Çанталăк шăрăх тăнине пула Комсомольски тăрăхĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетме йышăннă. Тĕпрен илсен, çак утăма тума Патăрьелĕнчи метеостанци тĕрĕслевĕсем тăрăх сухалакан тăпрара нÿрĕк 5—6 мм анчах пулни хистенĕ. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен çулçисене апатлантарма, хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлес тĕллевпе хими меслечĕпе усă курма, шăрăх çанталăка пула ÿсеймен вырăнсенчи тыр-пула сенажа яма сĕннĕ. Çумăр хыççăн вара çак лаптăксене пĕр çул ÿсекен курăк, рапс, горчица акса хăварни вырăнлă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчен районта чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика