ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат çырăнтăм та арманлă пултăм,

15 июня 2018 г.

- тет Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан Галина Тарасова.

Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче "Каçал ен" хаçат çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ йĕркелерĕмĕр те тĕп парне хуçине палăртрăмăр. Хисеплĕ вулакан çак кун Акатуя çитеймен пулин те, выляса илнĕ парнене редакцие килсе илчĕ. Редакцие район хаçатне çырăннине çирĕплетекен квитанцисене чăннипех те нумайăн килсе пачĕç. Пурĕ - 389 квитанци.

- Паянхи кунччен лотерея вылявне нихăçан та хутшăнса курманччĕ. "Каçал ен" хаçат страницисенче выляв пулнине вуласассăн, хутшăнса пăхма шутларăм. Тен, арманлă та пулăп, терĕм. Паян кил-тĕрĕшре усă курмалли питĕ лайăх хатĕр вăл. Телейĕм хамăн алăрах пулчĕ иккен. Эпĕ - тĕп парне - арман хуçи. Тавах, - терĕ савăнăçне пытармасăр Галина Васильевна.

Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Галина Тарасова "Каçал ен" хаçатпа паян çеç туслă мар, ăна чылай çул çырăнса илет.

- Район хаçачĕ кашни килтех пулмалла тесе шутлатăп. Унти кашни материала пĕр саспалли сиктермесĕр вулатăп. Ыттисене те ăна çырăнса илме сĕнетĕп. Тен, ман пекех парне те выляса илĕр, - терĕ ырă сунса Галина Васильевна.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика