ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле савăннине мĕн çиттĕр?

05 июня 2018 г.

Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсен ял уявне иккĕмĕш çул ирттертĕмĕр. Уявра ял-йышпа хăнасем чылайăн пулчĕç.

Чи малтанах Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов Çĕнĕ КипеçпеТĕвенеш ялĕсен историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хăйсен сăвви-юррисемпе савăнтарчĕ. Вĕсен ячĕсене те аса илсе хăварас килет. Павел Иванов купăсçă, культура çурчĕн ертỹçи А. Можаева, Е.Васильева, Л.Журавлева, В.Герасимова, Е.Козлова, Л.Можаева, А.Смирнова - савăк юрăсем парнелерĕç.

Ялта пуян музей пур. Унта нумай экспонат, архивсенчен çырса илнĕ документ тата ытти те типтерлĕн упранать. Музейри экспонатсемпе тĕрлĕ мероприятисенче усă куратпăр. Уявра вара ĕлĕкхи вăхăтри ял çыннисем мĕнле çи-пуç тăхăнса çỹренине каласа кăтартса паллаштартăм. Çак ĕçре шкул ачисем пулăшрĕç. Вĕсем - С.Антонов, В.Зуева, О.Головина, Н.Головин, М.Марков, Димăпа Денис Платоновсем ĕлĕкхи çи-пуçпа ял çыннисене паллаштарчĕç. Музее хамах тирпейлесе тăратăп. Ял уявĕнчи юрă-ташă темччен çынсене савăнтарчĕ. Кайран вара сĕтел тавра вĕри чей ĕçме лартăмăр.

Г.НОВИКОВА, ял старости

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика