ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тымарсăр йывăçăн пуласлăхĕ çук

08 мая 2018 г.

"Ветерансен Ассоциацийĕ ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ тата Варшава договорне кĕрекен çĕршывсем" Чăваш регионĕнчи обществăлла организацийĕ Аслă Çĕнтерĕве 73 çул çитнĕ май, çавăн пекех районти Совет Союзĕн пилĕк Геройне, Федор Чернова, Георгий Чернова, Константин Антонова, Геннадий Габайдуллина, Иван Кабалина, Çĕнĕ Сĕнтĕрте кун çути курнă хастар пулеметчика Иван Смирнова, пĕтĕм вăрçă ветеранĕсене тата çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас, вĕсене хамăрăн историпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе авточупу йĕркелерĕ. Унта «Пограничное братство» обществăлла организаци тата Тинĕс-çар флочĕн районти организацийĕн членĕсем, Афганистан çĕрĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçланисем чылайăн пуçтарăнчĕç.

Авточупăва тухнисем чăн малтанах Çĕнĕ Сĕнтĕр ялне çул тытрĕç. Çуллахи кун хăй илемĕпе пурин чунне те тыткăнлама пултаракан ялта Иван Смирнов пулеметчик çуралса ỹснĕ. Ялти правлени умне халăх йышлă пухăннă. Ватти-вĕтти, пурте хăпса тухнă тейĕн… Ку пулăм — ял-йыш хăйĕн хастарне хисепленине палăртакан япала. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те уява килсе çитнĕ. Авточупăва тухнисемпе шкул ачисем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕн вĕренекенĕсем, ял халăхĕ ялавсемпе шарсем, вăрçăра пуçĕсене хунă тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене çĕклесе пурте пĕрле уяв колоннине тăчĕç, унтан Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă паттăрсен ячĕпе хăпартнă палăк еннелле утрĕç. Чăн малтанах палăк умне кадетсем хисеплĕ караула тăчĕç. Раççейĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн уяв программи пуçланчĕ. Пухăннисем чĕрĕ чечексемпе чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн пурте пĕрле шкул ачисем хатĕрленĕ концерта курса киленчĕç.

— Пирĕн ялтан Аслă Отечественнăй вăрçă хирне 78 çын тухса кайнă, вĕсенчен çуррине яхăн каялла таврăнайман. Эпир вĕсен ячĕсене чĕрере упратпăр. Текех çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр! — терĕ асăннă ял яшĕ, запасри подполковник Юрий Филиппов.

Иккĕмĕш чарăну — Константин Антоновпа Иван Кабалин çуралнă вырăн — Александровка тăрăхĕ. Хальхи вăхăтра К.Антонов çуралнă çуртра урăх çемье пурăнать, апла пулин те ветерансем ăна сума суса çак çурт тĕлĕнче чарăнчĕç.

Александровка тĕп шкулĕ те уявран пăрăнмарĕ. Шкул ачисемпе аслисем çак кун Гастеллон паттăр тĕслĕхне тĕпе хурса нимĕçсен самолетне таранланă Николай Будакова асăнса стела-палăк умне стройпа тăчĕç.

Афган çĕрĕнче вилнисене те манмарĕç авточупăва тухнисем. Вĕсем Александровка ял тăрăхĕнче районти интернационал-воинсен ячĕпе хăпартнă палăк умĕнче чарăнчĕç, вĕсен вилĕмсĕр ячĕсене асра тытса пĕр минут шăп тăчĕç.

Унтан авточупу колонни Нĕркеç ялне çитрĕ. Вĕсем Совет Союзĕн Геройне — Георгий Чернова — асăнса лартнă палăк умĕнче чарăнчĕç. Шкул ачисем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене тытса тăраççĕ. «Вилĕмсĕр полка» тăнисен умĕнче Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕ Сергей Данилов сăмах илчĕ.

— 1941-45 çулсенче мăн асаттесем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вĕсем хăйсен пурнăçĕсене шеллемен, пирĕн тăнăçлăхшăн пуçĕсене хунă. Сирĕн умра тăракан ветерансем те çĕршывăмăр умĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă, халĕ те пурнăçлаççĕ. Эсир кунран-кун çитĕнетĕр, ỹсетĕр. Пирĕн малашнехи шанчăкăмăр, — эсир, çитĕнекен çамрăк ăру! Çакна нихăçан та ан манăр. Арçын ачасен салтак атти тăхăнма тивĕ, хĕрсем те хăйсен тивĕçĕсене ытти ĕçре пурнăçлĕç. Эсир — пирĕн пуласлăх! — терĕ Сергей Юрьевич, пухăннисене саламланă май.

Тукай Мишерĕнче Геннадий Габайдуллинăн ентешĕсем те авточупăва хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Асанкассисем вара авточупăва çурхи ĕçсене пăрахсах тухнă. Пухăннисем умĕнче Юрий Филиппов подполковник, Сергей Данилов комиссар, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов сăмах илчĕç. Вĕсем историе манмалла маррине тепĕр хут çирĕплетсех каларĕç.

— Тымарсăр йывăçăн пуласлăхĕ çук, этемĕн те çавăн пекех. Историрен эпир хамăрăн йăх-несĕлсем пирки пĕлетпĕр, вăл пире иртни пирки те каласа парать. Çавăнпа та ăна лайăх пĕлмелле, вăл е ку факта улăштарни — пысăк йăнăш. Эсир хăвăрăн историе пĕлетĕр пулсан, сирĕн пуласлăх та пур, — терĕç вĕсем.

Авточупу Чечен вăрçинче пуç хунисен ячĕпе лартнă районти палăк умĕнче чарăнчĕ. Унтан автоколонна районти Мухтав монуменчĕ умне çитрĕ. Вĕсене Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем кĕтсе илчĕç. Каярах пурте пĕрле Совет Союзĕн Геройĕсен бюсчĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Уяв асăнмалăх пĕрле сăн ỹкерĕннипе вĕçленчĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика