ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсем хоккейла выляççĕ

13 марта 2018 г.

Ăçта тетĕр-и? Хирти Сĕнтĕр тата Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсем кăçал пуçласа хоккейла вылярăмăр. Мартăн 8-мĕшне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, эпир халиччен футболла выляса паллă тунă. Кăçал вара çĕнĕ хоккей площадкинче вăй виçме шутларăмăр. Пирĕнтен кашниех пĕлтĕр çеç хута янă хоккей площадкине тăтăшах ярăнма çỹренĕ, çỹрет те. Хоккейла выляма вара нихăçан та шутламан. "Шутланă, тунă", - текен сăмаха тĕпе хурса палăртнă вăхăта хĕрарăмсем чылайăн пухăнтăмăр, хавхалантаракансем те нумайăн пулчĕç. Халиччен хоккей площадкинче арçынсене хавхалантарнă пулсассăн, уяв кунĕ вĕсем пире алă çупсах кăшкăрчĕç.

"Сĕнтĕр" тата "Ĕнел" командăсем хоккей командин формине, урана коньки тăхăнсах вăйă площадкине тухрăмăр.

Тупăшу чăннипех те хĕрỹ пулчĕ. Виçĕ тайм вылясассăн та гол кĕртекен пулмарĕ. Юлашкинчен буллит вăхăтĕнче çеç "Ĕнел" команда "Сĕнтĕрсене" 3:2 шутпа парăнтарчĕ. Мĕнлерех савăнчĕç хĕрарăмсем!

Пур йышпа хоккейла вылянăшăн савăнтăмăр. Кăçал хоккейла выляни ахальтен мар, вăййа Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Пхенчханта иртнĕ хĕллехи Олимпиадăра хоккейла выляса пĕрремĕш вырăна тивĕçнине халалларăмăр. Ун чухне нимĕçсемпе мĕнлерех хĕрỹ тупăшу пынине пурте астăватпăр! Çавах та Раççей команди вăйлă, ăста пулнине çирĕплетсе пачĕ.

Хоккейла вылянă хĕрарăмсене вара уйрăммăн палăртса хăварас килет. Ольга Прокопьева, Галина Кольцова, Марина Тишова, Ольга Александрова, Надежда Голланцева, Надежда Шатилова, Валентина Комарова, Кристина Кузнецова, Алина Пыркина, Вера Кротова, Марина Петрова, Диана Шатилова, Ирина Степанова, Валентина Вишнева, Татьяна Козлова ăсталăхпа палăрчĕç. Вăйăра çамрăккисем те, аслăраххисем те маттур пулчĕç. Уяв кунĕнче çеç мар, малашне те хоккейла вылясчĕ, тен, ытти ялсенчи хĕрарăмсем те пирĕнпе тупăшăва хутшăнĕç. Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн!

О.ПРОКОПЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика