ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă ĕçсем курăмлă, пурнăçламалли татах та пур

02 марта 2018 г.

Паянхи кун ялта пурăнакансене хумхантаракан ыйту сахал мар. Шăпах çак ыйтусене пĕрле сỹтсе явас, вĕсене хурав парас тесе ялсенче граждансен пухăвĕсем йĕркелеççĕ те. Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Аслă Çĕрпỹел, Александровка, Асанкасси, Комсомольски ял тăрăхĕсенче вара пухусем ирттерме те ĕлкĕрчĕç.

Асăннă пухусене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял çыннисем çеç мар, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, социаллă хỹтлĕх, тĕп больница, полици, пенси фончĕн, пушар надзор уйрăмĕн, ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем хутшăнни паха. Вĕсем, тĕрлĕ темăна çутатнипе пĕрлех, ял çыннин ыйтăвĕсем çине те хуравлаççĕ.

Акă, февралĕн 20-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ялсенче - Нĕркеçре, Çĕнĕ Кипеçре, Хирти Сĕнтĕрте - граждансен пухăвĕсем иртрĕç. Кун йĕркинче, паллах, асăннă территоринче пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе туллин паллаштарнă. Чи пĕлтерĕшлĕ те курăмлă ĕçсенчен пĕри вăл - Хирти Сĕнтĕр ялĕнче хоккей площадки хута яни. Ĕçе пурнăçлама республикăри, вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă тата ялти харсăр çынсем парса пулăшнă. Пĕрле тăрăшса ĕçленипе спорт площадки хута кайнă.

Çавăн пекех Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ республикăри вырăнти пуçарулăха пулăшу кỹрекен ятарлă программăна иккĕмĕш хут хутшăнса конкурсра çĕнтернĕ. Программăн тĕллевлĕ пулăшăвĕпе ялсенчи урамсенче энерги перекетлекен лампочка ытларах лартма май килнĕ. Кунта, паллах, вырăнти пуçлăхсем тăрăшнине çеç мар, ял çыннисем маттур пулнине те палăртмалла. Кăçал та вĕсем асăннă конкурса тепĕр хутчен хутшăннă. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе Хирти Сĕнтĕр, Янкасси, Нĕркеç ялĕсенчи масарсене тирпейлеме усă курасшăн: картасене юсамалла, масар лаптăкне пысăклатмалла... Çавăн пекех пĕлтĕр ял çыннисем тăрăшнипе пурнăçланă чылай ĕçе те уйрăммăн палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Йышпа тăрăшсан кирек мĕнле ĕç те хăвăрт пулать. Акă, Нĕркеç ялĕнчи Октябрьская урама бетон плитасем сарнă. Унтан часовня алтарьне хăпартма никĕс янă, ăна купаласа хăпартнă, çивиттине витнĕ. Янкасси ялĕнчи икĕ урама пĕрлештерекен кĕпере тĕпрен юсанă. Çакăнта пĕтĕмпех ял çыннисем нимелле ĕçленĕ. Унпа пĕрлех çамрăксем Янкасси ялне пырса кĕнĕ çĕре ял ятне палăртакан стела та вырнаçтарнă.

Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем те кĕпер юсанă, асфальт ванчăкне туянса çул сарнă. Çакă пĕтĕмпех пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă.

Тирпей-илем тенĕрен, ялта пурăнакансене тата ял тăрăхĕн администрацине çỹп-çап ыйтăвĕ канăç памасть. Çавна уçăмлатас тесе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ Çĕмĕрлери "Проф-Эко" ООО-па килĕшỹ тунă. Вĕсем ял тăрă-хĕнчи ялсенчен çỹп-çуп турттараççĕ. Çак ĕçе хальлĕхе уйăхра икĕ хутчен пурнăçлама палăртнă. Тата асăннă организаци ял çыннисене çăмăллăх та парать: çулталăкне икĕ хутчен кирлĕ мар ăпăр-тапăра тỹлевсĕр илсе тухать. Ку вăл - субботник ирттернĕ хыççăн тата масар территорине тасатсан. Çакăнта ял çыннисене пĕлме палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ. "Проф-Эко" ООО кирлĕ мар хытă каяшшăн укçа тỹлет. Сăмахран, пластмас, кĕленче савăтсене, ещĕксене, çатăркасене, хута, полипропилен продукцине, ми-хĕсене укçалла пуçтараççĕ. Пĕр килограмшăн 20 пусран пуçласа 7 тенкĕ таран тỹлеççĕ. Паллах, вĕсене кашнине уйрăмшарăн пуçтармалла. Ку чăннипех те лайăх. Тен, малашне çырма-çатрари çỹп-çап сахалрах пулĕ е пачах пулмĕ. Выртса çỹрекен ăпăр-тапăр та сахалланĕ. Хамăр пурăнакан вырăнта тирпей-илем хуçалантăрах.

- Ăпăр-тапăртан тасалас тĕллевпех ял тăрăхĕнче чылай ĕç пурнăçланă. Контейнерсем лартса панă. Субботниксенче кирлĕ мар япаласене тракторпа та турттарнă. Патăрьелĕнчи "Полигон" ООО-па та ĕçлесе пăхрăмăр. Халĕ "Проф-Эко" ООО-па ĕçлесшĕн. Çакă вара пĕтĕмпех ял çыннисенчен килет. Вĕсем вăхăтра укçа-тенкĕ тỹлесессĕн, килти ăпăр-тапăра автомашина килнĕ çĕре пуçтарса хурсан ĕç кал-кал каймалла. Уйăхра пĕр çын пуçне 55 тенкĕ тỹлемелле пулать. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен, вăрçă ветеранĕсен, 14 çул тултарман çамрăксемшĕн тỹлеме кирлĕ мар. Майĕпен ĕç пурнăçланасса шанатăп, - терĕ Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.

Пурнăçланă ĕçсем чăннипех те курăмлă. Кăçал тума палăртни те сахал мар. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем малашлăха тинкереççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Хирти Сĕнтĕрти клуба юсамалла. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 800 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Янкасси ялне çитерекен асфальт çула юсамалла. 2019 çулта Çĕнĕ Кипеçри культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетме плана кĕртнĕ. Апла пулсассăн ялсем çĕнелеççĕ, вăй илеççĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика