ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей АРТАМОНОВ: "Сĕт хакне йỹнетсе ямалла мар"

06 февраля 2018 г.

Хулари халăх сĕт хаклипе, ялти вара вăл йỹнелсе кайнипе пăшăрханать. Лавккари сĕт хакĕ чакни, паллах, сисĕнмест, пачах тепĕр май - ỹсет кăна. Çав вăхăтра хуçалăхсен ертỹçисем хăйсем туса илнĕ хатĕр тавара усламçăсене пĕчĕк хакпах парса яраççĕ. Кашнине пырса тивекен çак пулăма - сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва сỹтсе явма - эрнекун, февралĕн 2-мĕшĕнче, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Комсомольски районĕнче ирттернĕ ĕçлĕ канашлăва Комсомоль- ски, Елчĕк, Патăрьел районĕсен пуçлăхĕсем Александр Осипов, Николай Миллин, Рудольф Селиванов тата сĕт пуçтаракансем хутшăнчĕç.

- Хĕллехи вăхăтра ытти чухне сĕт хакĕ палăрмаллах ỹсекенччĕ, кăçал вара вăл чакса ларчĕ. Лару-тăру Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн 50 субъектĕнче çавăн пек. Сĕт хакĕ чакнин сăлтавĕсенчен пĕри - чикĕ леш енчен типĕтнĕ сĕт килни. Часах ăна çĕршыва кĕртме чарĕç, çавăнпа та вăхăтлăх çак пулăма тỹссе ирттермеллех. Халăхăн та пурăнмалла, çавна май, сĕт пухакансем, сире хушсах калатăп, сĕт хакне йỹнетсе ямалла мар! - терĕ министр.

Сергей Геннадьевич асăннă йывăрлăхсенчен хăтăлса тухмалли çула та палăртрĕ. Ку вăл - харпăр хуçалăх ертỹçисене пĕрле пухăнса кооператив йĕркелени. Министр кун пек туни сĕт пахалăхне йĕркелесе тăма пулăшасса шанать, унсăр пуçне кооператив хута яни, патшалăх паракан пулăшусемпе те усă курса, унăн пурлăхпа техника никĕсне те пуянлатма май парать.

- Умри йывăрлăхсене çĕнсе тухма сĕт ярмăрккисем йĕркелени пулăшать. Унсăр пуçне чĕртавара вырăнтах тирпейлесе вырнаçтарма хăнăхмалла, - терĕ министр.

Калаçнăçем канашлăва хутшăнакансем усламçăсене кăмăлсăрлантаракан япаласем çине те çитсе тухрĕç. Вĕсем, паллах, сахал мар. Тĕслĕхрен, районти сыр кăларакан предприяти ертỹçи Вадим Агамирян предприниматель халăхран пухакан сĕт пахалăхĕ питĕ начаррине пĕлтерчĕ: "Шывран хăйма пухаймастăн, унран çу та уçлаймастăн. Сыр валли вара пысăк çу хисепĕллĕ сĕт кирлĕ". Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн. Халăхран пухакан сĕт пахалăхĕ питĕ япăххине кашни ертỹçех асăнчĕ. Çынсем сĕте шыв хутăштараççĕ, типĕтнĕ сĕт хушакансем те хушăран тупăнкалаççĕ. Ял халăхĕ кăштах та пулин тупăш кỹрес тесе çапла хăтланнине ырлама кирлех мар. Тен, унашкал хăтланакансене сахалрах тỹлемелле? Пахалăхлă сĕт паракансене вара укçа хушмалла.

Акă, "Молвест" ООО ертỹçи Руслан Каштанов сăмах илчĕ.

- Халăхран пухнă сĕте чылай тасатма тивет. Ку çеç-и? Сĕт шĕвек, чылай чухне унран антибиотик тухать. Кун пек сĕте пирĕн ăçта вырнаçтармалла? Тен, ăна çырмана кăларса тăкмалла? Мĕншĕн тесен антибиотиклă сĕте пиртен никам та йышăнмасть, вĕсем каялла таврăнаççĕ, - терĕ вăл пăшăрханса.

- Кун пек сĕте каялла тавăрса памалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăхпа ытларах ĕçлемелле, вĕсем усламçăсене таса та пахалăхлă сĕт сутма хăнăхчăр, - терĕ Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.

Министр вырăнти ветеринари службин ĕçченĕсен тимлĕ пулмаллине асăнчĕ. Малашне асăннă службăна аптекăсемпе тата сĕт пухакансемпе пĕрле ĕçлеме хушу пачĕ, çав вăхăтрах халăх умĕнчи парăма çывăх вăхăтра тỹлесе татмалла терĕ.

Хамран вара çакна калам, "Хăвăр епле - сирĕнпе те çапла", - тенĕ ваттисем. Апла пулсан, çынпа çын пек пулмалла, пĕр-пĕрне улталамалла мар. Çавăн чухне кăна пĕр-пĕрне ăнланса йĕркеллĕ ĕçлесе кайма пултарăпăр.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика