ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăрт чупакансем çĕнтерчĕç

30 января 2018 г.

Январĕн 26-мĕшĕнче Хырхĕрринче Олимп чемпионĕ, пирĕн ентеш Владимир Воронков ячĕпе йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва районти вăтам тата тĕп шкулсен командисем хутшăнчĕç.

Тĕп шкулсем хушшинче Хирти Явăш шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ, вĕсем - пĕрремĕшcем. Анат Тимĕрчкасси спортсменĕсем - иккĕмĕшсем, Чĕчкенсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Вăтам шкулсен командисем икĕ ушкăнра тупăшрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ мала тухрĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ăмăртура иккĕмĕш, Тукай Мишерсем виççĕмĕш пулчĕç.

Иккĕмĕш ушкăнрисенчен Шурут вăтам шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Аслă Чурачăксем финиша иккĕмĕш çитрĕç, Хырай Ĕнел спортсменĕсем виççĕмĕш пулчĕç.

Çавăн пекех хăвăрт чупакан уйрăм спортсменсене те палăртса хăвармалла. Арçын ачасенчен 5 километрлă дистанцире Никита Носков (Шурут вăтам шкулĕ) чи маттурри пулчĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Саша Мартынов финиша иккĕмĕш çитрĕ. Максим Михеев (Шурут) - виççĕмĕш.

Вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакан хĕрсенчен 3 километра чи хăвăрт чупса тухаканни Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Эльза Кузнецова пулчĕ. Лида Прокопьева (Асанкасси) - иккĕмĕш, Ильвина Алимова (Шурут) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çавăн пекех Диана Давыдова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) финиша чи малтан çитрĕ. Ун хыççăнах Яна Осипова (Анат Тимĕрчкасси), Рания Хамдеева (Шурут) пулчĕç. Вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ю. БОРОВКОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика