ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрнекун - Кăшарни

16 января 2018 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕнене-кенсем Иисус шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн Кăшарни чи пĕлтерĕшлĕ 12 уявран пĕри. Евангели тăрăх, Иоанн Предтеча чăн Турра ĕненекенсене Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. Иисус Христос та Иоанн патне пырса хăйне шыва кĕртме ыйтать. Çак кун Иисус 30 çул тултарнă, вăл халăх умĕнчи чи пысăк тивĕçне пурнăçлама хатĕрленнĕ. Турă курăннине (Богоявление) вара Иисус шыва кĕнĕ чухне тỹперен Турă Ашшĕн хăватлă сасси илтĕннипе тата Çветтуй Сывлăш кăвакарчăн евĕр курăнса Иисус çине аннипе çыхăнтараççĕ. Шăпах çакă Турă Ашшĕ, Ывăлĕ тата Çветтуй Сывлăш пĕрлĕхĕ пулса курăнни.

Пысăк тĕн уявĕ ячĕпе январĕн 18-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Вознесение Господня" чиркỹре 7.30 сехетре кĕлĕ кĕрет. Çак кунах шыва сăваплаççĕ. Çавăн пекех каçхине 15 сехетре те, Кăшарни каçĕнче, чиркỹре кĕлĕ иртет. Январĕн 19-мĕшĕнче ирхине 7.30 сехетре кĕлĕ кĕрет, каярах шыва сăваплĕç. Шăпах çак кунсенче нумай çын çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе чиркỹрен киле шыв илсе каять.

Çак кунхине чунпа та, ỹтпе те тасалас тĕллевпе районти чылай ялта хĕресле вак касса ăна сăваплаççĕ, шыва кĕреççĕ. Юлашки çулсенче çак ырă йăла-йĕрке пирĕн тăрăхра та вăй илсех пынине ырламалла çеç.

- Кăçал районта январĕн 18-мĕшĕнче çĕрле 7 çĕрте - Александровкăра, Аслă Чурачăкра, Хирти Сĕнтĕрте, Тукайра, Юнтапара, Асанкассинче, Аслă Çĕрпỹелĕнче - шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлеççĕ.

Çапах та уяв çитсе пынă май, хăш-пĕр хăрушлăх пирки те асăрхаттарас килет. Сивĕ шывпа сапăнма хăнăхман çын тỹрех вакка чăмсан сасартăк сывлайми пулса ларма, чĕри те тапма чарăнма пултарать. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, юн çулĕсем сивĕ шывра пĕрĕнсе ларма пултараççĕ-мĕн. Эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕмелле маррине те асра тытăр. Апла пулсан хăвăра Кăшарнире шыва кĕриччен чылай маларах хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турă шывне ăша илсе пит-куçа уçăлтарни вара никамшăн та пăсăклă мар, - пĕлтернĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика