ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр ОСИПОВ: "Пĕрле ĕçлесен пурте пулать"

29 декабря 2017 г.

Çĕнĕ çул - çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ çынсем, çĕнĕ шухăш, çĕнĕ ĕçсем... 2017 çул та пирĕн районта пурăнакансемшĕн нумай ырă ĕçпе, пулăмпа асра юлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕшĕн Александр Осиповшăн пушшех те пуль, мĕншĕн тесен çак питĕ яваплă та çăмăлах мар ĕçе вăл шăп тăватă уйăх каялла çеç пуçăнчĕ. Александр Николаевичпа Çĕнĕ çул умĕнхи кунсенче тĕл пулса районăн социаллă пурнăçĕпе экономики, малашнехи тĕллевĕсем пирки калаçма май килчĕ.

- Александр Николаевич, хăвăр район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ тапхăра Эсир мĕнле хак паратăр?

- Паллах, тăватă уйăх вăл нумаях та мар, сахал тесе те калаймăн. Каçал ен çуралса ỹснĕ тăрăх пулнипе-и, ĕçе хăнăхма, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма кăткăсах пулмарĕ. Кунта çынсем тĕлĕнмелле харсăр, ĕçчен, пултаруллă, пуçаруллă пулнине палăртас килет. Район аталанăвĕ, малашлăхĕ шăп çакăн çинче никĕсленет те ĕнтĕ. Кирлĕ чухне пурте пĕр чăмăра пĕрлешсе кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пултарни - пирĕн ентешсен чи паха енĕ. Акă, кăçал çанталăка пула вырма ĕçĕсене пурнăçласси ансат килмерĕ, çапах та çĕр ĕçченĕсем тырпула та, пахча çимĕçпе тымар çимĕçе те юр айне хăвармарĕçех.

Районта пурăнакансен тепĕр лайăх енĕ вăл - "пултарай- мастпăр, тумастпăр" тесе нихăçан та каламанни. Ялсене тухса çỹренĕ чухне халăхпа калаçатăп та, кирек мĕнле пуçарăва та çынсем ырласа йышăнни савăнтарать. Ахальтен мар ĕнтĕ "Граждансен инициативлă бюджетированийĕ" программăпа кăçал районта 6 ял поселенийĕнче тĕрлĕ объекта ĕçе кĕртнĕ: урамсенче энергие перекетлекен лампочкăсем лартнă, çăлкуç тавра хăтлăх кỹнĕ, масарсене тирпейленĕ, спорт, хоккей площадкисем тунă. Халăх пулăшу паман пулсан, çак проектсене пурнăçа кĕртме йывăра килĕччĕ, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕн пĕр пайне шăпах вырăнта пурăнакансем пуçтараççĕ-çке. 2018 çул валли вара кашни ял тăрăхĕ темиçешер проект хатĕрленĕ, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен вĕсем те пурте пуласса шанас килет.

- Политикăри тăнăç лару-тăру мĕнрен килет тесе шутлатăр?

- Ку ыйтура пуринчен те хакли, пахи - район территорийĕнче темиçе наци килĕштерсе пурăнни, хисеплени, ăнланни, пĕрле ĕçлени. Паллах, обществăлла йĕркелĕхе упракансен, влаç структуринче ĕçлекенсен тỹпи те пур кунта, мĕншĕн тесен пĕр пĕчĕк шăрпăкранах пушар хыпса илнĕ пекех, пĕр-пĕрне ăнланманни пысăк хирĕçỹ патне илсе çитерме пултарать. Çак ĕç çемьерен, садикрен, шкул саккинченех пуçланать, шăпах ашшĕ-амăшĕпе воспитательсем, учительсем ачасенче толерантлăх туйăмне вăратма, аталантарма никĕс хываççĕ.

- Александр Николаевич, хаçат вулакансене килес çулхи хăш-пĕр плансемпе паллаштарсан та вырăнлă пуль тетĕп.

- Яланхи пекех, 2018 çулта та халăх хуçалăхĕн пĕр отраслĕ те, сфери те тимлĕхсĕр юлмĕ. Тĕп тĕллевсем шутĕнче - район инфраструктурине малашне те улăштарса, çĕнетсе, тирпей-илем кĕртсе пырасси. Тасатакан сооруженисем тăвассипе çине тăрсах ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен ку объектăн шăпипе правительство интересленсех тăрать. Проекчĕ хатĕр, экспертиза тухасса кĕтмелле, ăна патшалăхăн тĕллевлĕ пĕр-пĕр программине кĕртес тесе шутлатпăр. Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли ĕçсене те малалла тăсăпăр. Акă, çитес çул Тукай Мишер ялĕнче çĕнĕ ФАП тума палăртнă, 2019, 2020 çулсенче те пĕрер ФАП уçма май тупăпăр. Паллах, ĕçĕ нумай, пурне те каласа пĕтереймĕн. Массăллă информаци хатĕрĕсем вĕсем çинчен вăхăтра пĕлтерсе тăрĕç.

Раççей Президенчĕ В.В.Путин 2018 çула Доброволецсен, волонтерсен çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çавна май районти кашни çын ырă ĕçсене ытларах хутшăнасса кĕтетĕп. Çамрăксене те хутшăнтарас килет унта, мĕншĕн тесен вĕсен çĕнĕлле шухăшлав, вăй вĕресе тăрать. Физкультурăпа спорт пурнăç йĕрки пулса тăччăр тесе массăллă спорт мероприятийĕсем йĕркелени те вырăнлă пулĕ.

- Кирек мĕнле ĕçре те пĕр шухăшлă çынсем, пулăшакансем, çирĕп йыш кирлех. Çавăн пек пулăшăва туятăр-и Эсир?

- Чăваш Ен Правительствипе, Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, министрсемпе, мĕнпур ведомство ертỹçисемпе ăнланулăх пурри ĕçлеме хавхалантарать. РФ Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пирĕн округпа суйланнă депутачĕсемпе, вырăнти депутатсемпе, район пуçлăхĕпе - депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Хасият Идиатуллинпа тачă çыхăнса ĕçлени нумай шухăша пурнăçа кĕртме пулăшать.

Çавăн пекех пирĕн районти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те питĕ маттур, каланине пурнăçланипе çеç çырлахса лармаççĕ, хăйсем те ĕçлĕ шухăшсем сĕнеççĕ. Ялсен старостисем те харсăрлăхпа палăраççĕ. Районти кашни учрежденире, организаци-предприятире ĕçлекенсене, ял çыннисене ырă канашсемшĕн, вăхăтра панă ыйтусемшĕн тав тăвас килет. Çапла пурте чун-чĕрепе район пуласлăхĕ çутă пултăр тесе тăрăшсан малалла шанчăклăрах утăмлама май килĕ. Район çыннисене ĕçчен те пултаруллă пулнăшăн тав туса ăнăçу сунатăп. Кашни килтех тăнăçлăх, килĕшỹ, сывлăх, юратупа телей хуçа пулччăр.

Л.ШУРЯШКИНА калаçнă

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика