01 декабря 2017 г.
"Ĕç - пурнăç илемĕ", - тенĕ ваттисем. Чăнах та, миллионшар çын ĕçĕпе тĕрекленет, пуянланать тăван çĕр, халăх пурнăçĕ çĕнелсе пырать. Ĕç вăл тапса тăракан çăлкуç пек, пурлăха ỹстерет.
Чỹк уйăхĕн 20-24-мĕ-шĕсенче пирĕн республикăра "Твой выбор профессии" акци иртрĕ. Çак акцие Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен профориентатор-волонтерсем яланах хастар хутшăнаççĕ. Ĕç пурнăç илемĕ Ĕç - пурнăç илемĕ", -тенĕ ваттисем. Чăнах та, миллионшар çын ĕçĕпе тĕрекленет, пуянланать тăван çĕр, халăх пурнăçĕ çĕнелсе пырать. Ĕç вăл тапса тăракан çăлкуç пек, пурлăха ỹстерет. Чỹк уйăхĕн 20-24-мĕ-шĕсенче пирĕн республикăра "Твой выбор профессии" акци иртрĕ. Çак акцие Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен профориентатор-волонтерсем яланах хастар хутшăнаççĕ.
Акă, 8 тата 10-мĕш классенче ăс пухакансем йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма пĕлекен Александр Плеткин ăста патне çитсе курчĕç. Александр Николаевич Плеткин Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл ачаранах ỹкерме юратнă, тăмран, пластилинран кĕлеткесем ăсталама кăмăлланă. Йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма хăнăхнă. Ун аллинче пăчкă-пуртă выляса çеç тăнă. Вĕрентекенсем те ачан чун туртăмне часах асăрхаççĕ, çавна май ĕçлĕ канаш параççĕ, ĕçлеме хăнăхтараççĕ.
- Аллу ылтăн, ỹкерме те ăста. Профессие те чун туртнă енĕпе тупсан питĕ аван пулĕччĕ, - тенĕ вĕсем ачана хавхалантарса. Чăнах та, Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн каччă Хусанти 16-мĕш профтехучилищĕре ăс пухать. 1990 çултанпа вăл - йывăçран япаласем касса кăларакан ăста тата художник-оформитель. Дипломлă специалист малтанах "Лик", "Мĕтри" предприятисенче ĕçлет, каярах Шупашкарти "Корад", унтан Раççей тĕп хулинчи "Альтаир" фирмăсенче тăрăшать. Хальхи вăхăтра Александр Николаевич чиркỹсене шалтан илемлетес ĕçре вăй хурать. Ăстаçă ачасене йывăçран тĕрлĕрен эреш епле ăсталамаллине тĕплĕн каласа тата кăтартса пачĕ, вĕсене ĕç хатĕрĕсемпе те паллаштарчĕ. Тĕлпулăва хатĕрленнĕ май Александр Плеткин ĕçĕсен куравне те йĕркелерĕмĕр. Чĕре туртнипе суйласа илнĕ професси халĕ чун канăçĕ пулса тăнă. Ачасене вара арçын хăйĕн ĕçне парăнни питĕ килĕшрĕ.
- Çакăн евĕр ĕçченсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Пур çĕрте те ылтăн алăллă ĕçченсене хапăл тăваççĕ. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли нумай, - терĕç вĕренекенсем куравпа паллашнă, Николай Плеткин ĕçченпе калаçнă хыç- çăн.
Н.ПЛЕТКИНА, социаллă педагог
Источник: "Каçал Ен"