24 ноября 2017 г.
Ноябрь уйăхĕ вĕçленсе те пырать ĕнтĕ. Нина аппа кĕрхи тĕксĕм те лапăрчăк çанталăка килĕштерсех каймасть, çапах та Туррăн кашни кунне тарават кĕтсе илет, унпа савăнать. 90 çул тултарнă пулин те, вăл ыйхăсăр нушаланмасть, вăрансанах вырăн çинчен тăрать те тỹрех ĕçе тытăнать. Картишĕнчи чĕрĕ чунсем пирки те манмасть сумлă ватă, чăх-чĕпе апат парать. Кăнтăр вăхăтĕнче вĕсем, хĕвел вăтанчăк пике евĕр кăшт курăннă тапхăрта, хапха умĕнче, пахчара кăтăкласа çỹреççĕ, юлнă курăкпа сăйланаççĕ.
Пысăк та хăтлă çуртра, пĕртен-пĕр ывăлĕн çемйипе кун-кунлать Нина аппа.
- Мăшăрăмпа, Николайпа, çĕнĕ çурт лартма тĕв турăмăр. Анчах та вăл вăхăтра укçи-тенкине çителĕклĕ пухса çитерсен те стройматериалне тупма йывăрччĕ. Кăларнă пĕренесене тиесе килме упăшкампа пĕрле эпĕ те вăрмана кайрăм. Тĕлĕнетĕп халĕ хамран, мĕншĕн пулăшма çын чĕнмен-ши çавăн чухне? - аса илет вăл çамрăклăхне. Йывăр çĕкленипе хĕрарăм пулас тĕпренчĕкне çухатнă.
Пурнăç хăй еккипе чупать, вăхăт та малаллах сиккипе сиктерет. Тăхăр теçетке тултарнă пулин те, Нина аппа вăй çитнĕ таран кил-çуртри ĕçсене пурнăçлать, çуллахи кунсенче вара кинĕпе, Иринăпа, пĕрле пахчара çум çумлать. Çулĕсене кура мар вăл - вăр-вар та хастар, хăнасене ăшпиллĕ те тарават кĕтсе илет, хăй пĕçерсе кăларнă техĕмлĕ апат-çимĕçпе, кукăль-пỹремечпе сăйлать.
- Сывлăха илес пулсан, паллах, çулсем хă-йĕннех тăваççĕ, апла пулин те пуçа усмастăп. Хĕллехи вăрăм каçсенче "Каçал ен" тата "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсене вуласа вăхăта ирттеретĕп. Уйрăм çынсем хăйсен шăписем çинчен çырни - чи кăсăкки. Унсăр пуçне ун урлах районта, республикăра пулса иртекен хыпар-хăнарпа паллашатăп, - терĕ шкулта та вĕренменскер. - Куçлăхсăрах вулатăп хаçатсене, вĕтĕ çырнисем çеç кăшт "сапаланаççĕ".
Нина Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. 1927 çулта çут тĕнчене килнĕскерĕн шăпи çăмăлах пулман.
- Ачалăх пĕр шухăшсăр выляса-кулса иртмерĕ, яланах аннене пулăшма тăрăшаттăмăр. Вăл вăхăтра çимешкĕн çăкăрĕ те çукчĕ, эй, тем те курнă ĕнтĕ. Эпир курăк çисе, унран чей ĕçсе ỹснĕ, - терĕ вăл иртнисене аса илсе.
Шкул çулне çитнĕ пулин те, амăшĕ Нинăна хутла вĕрентеймен, мĕншĕн тесен хĕрачан куçĕ япăх курма пуçлать. Больницăна çỹрени пулăшать - сывалать, анчах та вăл 14 çул тултарсан Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Çамрăкскер ĕçе кỹлĕнет, ăна малтанах пушмак пăрусене пăхма шанаççĕ. Фермăра 13 çул тар тăкать вăл. Вăкăрпа улăм, арпа тиесе килнисене асăнать.
Часах çынсем торф кăларнă çĕре кайма пуçлаççĕ. Пĕррехинче Нина аппан та ят тухать, ăна Владимир облаçне ĕçлеме яраççĕ. Кунта икĕ çул вăй хунă хыççăн хĕрупраç Ленин ячĕллĕ колхозăн выльăх-чĕрлĕх фермине вырнаçать, унта вăл аппăшĕпе пĕрле ĕçлеме пуçлать.
- Маларах фермăра ĕçленĕ пулин те, сăвакан ĕнесене курсан чун сỹлетрĕ. Ай-уй, мĕнле пăхăп-ши эпĕ ку чĕлхесĕр янаварсене? Килти пĕр ĕне кăна мар-çке, кунта 12 пуç, терĕм шикленсе, хама хам шанмасăр, - сỹтĕлет асаилỹ çăмхи. - Анчах та аппапа анне сăмахĕсене итлерĕм, ĕçлеме вырнаçрăм.
"Куç хăрать те алă тăвать", - тенĕ ваттисем. Нина аппа Ленин ячĕллĕ колхоз ферминче 20 çул ĕçлет. Çав тапхăрта Николай Саландаевпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, мăшăр ывăл çитĕнтерет. Тĕпренчĕкне ура çине çирĕп тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă Нинăпа Николай, ĕçченлĕхпе палăрса тăракан савăк мăшăр. Арçын ача 16 çул тултарсан ашшĕн куçĕсем вăхăтсăр хупăнаççĕ. Йывăр пулсан та тăрăшуллă хĕрарăм ывăлне вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
- Мăнуксемпе чунтан савăнатăп, кинĕм те хĕрĕм вырăнĕнчех. Ывăлăн аллисем "ылтăн", вăл тăрăшнипе кил-çурта юсарăмăр. Пурнăç çулĕ аслă та сулмаклă, пăтăрмахĕпе чăрмавĕ те чылай пулчĕ. Хальхи вăхăтра вара эпĕ ырлăхра пурăнатăп, уншăн ывăлăмпа кинĕме, мăнукăмсене пехил, вĕсем - манăн çутă хĕвел, чун савăнăçĕ, тĕрев. Çак ырлăха хăçан та пулин курăп тесе нихăçан та шутламан, мухтав Турра, - терĕ Нина аппа сывпуллашнă май.
Çапла, Комсомольскинче пурăнакан Нина Михайловна Саландаева - телейлĕ анне, асанне. Эпир ăна 90 çулхи сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр, канлĕ ватлăх сунатпăр.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"