ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисемпе ыйтусене сỹтсе явнă

20 октября 2017 г.

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсене сарас, юсас тата реконструкцилес, нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса çĕнетес, кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртес ыйтусемпе калаçрĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕнче районта Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, "Слава картофелю" агрофирма ООО директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, "Промэнерго" ХАО генеральнăй директорĕ Анатолий Иванов пулчĕç. Вĕсем Кайнлăк, Тукай, Шурут, Хирти Сĕнтĕр, Чĕчкен, Комсомольски ял тăрăхĕсене çитсе хуçалăх ĕçченĕсемпе, вăтам шкулсен коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕнче уçăмлатмалли темăсене сỹтсе яврĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Кайнлăк тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсене çитнĕ. Хирти Мăнтăр вăтам, Йăлмахва пуçламăш шкулĕсен коллективĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, информаци кунĕн тĕп темисене уçăмлатнă. Кайнлăкри тата Хирти Сĕнтĕрти культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çавна май капиталлă юсав ирттерме ятарлă программăсене хутшăнмалла.

Шурут ял тăрăхĕнче пулнă ĕçлĕ ушкăн - Геннадий Максимов, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова - чи малтанах Шурут вăтам шкулĕнче пулчĕ. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă май, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕç. Раççей Федераци-йĕнчи "Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем" стратеги аталанăвĕпе килĕшỹллĕн районта çул-йĕрсене тĕпрен юсанипе, çĕннисем сарнипе паллаштарчĕç. Шурут ял тăрăхĕнче те ку енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кăçал çеç Шурут ялĕнчи икĕ урамра вак чулран çул сарнă. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ - 730 метр. Унпа пĕрлех Йỹç Шăхаль, Юнтапа ялĕсене çитерекен çулсене те юсанă. Сармалли, çĕ-нетмелли çулсем татах та пур. Акă, педагогсем шкула çỹреме ятарлă тротуар туса парас ыйтăва çĕклерĕç. 300-400 метр тăсăлакан тротуар çав тери кирлĕ. Мĕншĕн тесессĕн ачасем автоçул айккипе çỹреççĕ. Çакă вара ачасен пурнăçĕшĕн питĕ хăрушă. Çавăнпа та ыйтăва çитес вăхăтра татса парсан питĕ аван пулмалла. Вĕрентекенсене Шурут-Нурăс ял масарĕ çывă-хĕнчи кĕпер юхăнни те пăшăрхантарать. Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов ыйтусене уçăмлатса, пулăшма шантарчĕ. Сăмахран, педагогсем тротуар сарма коллективпах тухма хатĕр. Ял çыннисем те пĕрлехи ĕçрен пăрăнмаççех. Педагогсем ачасене тĕрĕс калаçма вĕренме логопед пулăшăвĕ кирли пирки те ыйту çĕклерĕç.

- Ку енĕпе чăрмав пулмалла мар, районти диагностика центрĕн логопечĕсем вĕренекенсемпе тĕл пулаççех, - пĕлтерчĕ Надежда Александровна.

Тавралăха тирпей-илем кĕртессине сỹтсе явнă май, ял тăрăхĕнче хыт каяш пуçтарассине кирлĕ пек йĕркеленине палăртнă. Эрнере икĕ кун трактор ялсем тăрăх çынсенчен ăпăр-тапăр пуçтарма çула тухать. Кайран ăна Патăрьелĕнчи "Полигона" ăсатаççĕ. Йывăç-тĕм лартассипе те хастар кунти çынсем. Çак кунсенче çеç Шурут тăрăхĕнче пурăнакансем 700 тĕп хыр, 170 тĕп хурăн лартнă.

Информаци кунĕнче район çыннисене хумхантаракан кашни ыйтăва шута илчĕç. Унпа пĕрлех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика