ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог тивлечĕ - ачасене ырра хăнăхтарасси

13 октября 2017 г.

"Маттур çынсем кăна учитель профессине суйлаççĕ", - шухăшлаттăм ача чухне. Нĕркеç вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Надежда Ефремован ĕçĕпе паллашнă хыççăн ку чăннипех çапла иккенне ĕнентĕм.

Эпĕ пынă чухне Надежда Кронидовна урок ирттеретчĕ. Класра тĕлĕнмелле шăплăх хуçаланни, вĕренекенсем ăна питĕ тимлĕн итлени савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Ачасем педагог урока ăнлантарса панине куç вылятми итлесе лараççĕ, унăн кашни сăмахне ăша хываççĕ. Ахальтен мар Надежда Кронидовнăн маттур вĕренекенĕсем районти, республикăри, Раççейри конкурссене хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Акă, сăмахран, пĕлтĕр унăн вĕренекенĕ Анастасия Белкина чи малтанах республика шайĕнче йĕркеленĕ патшалăх чĕлхисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче мала тухса Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хỹтĕленĕ. Асăннă олимпиадăра Настя Çеçпĕл Мишшин "Хурçă шанчăк" сăввине вуласа чăваш чĕлхипе халăхĕн мăнаçлăхне жюри пайташĕсен чунĕ патне çитерме пултарнă. Олимпиадăра çĕнтерни - педагогпа вĕренекенĕн пĕрлехи çитĕнĕвĕ.

Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Надежда Кронидовна мĕн ачаранпах чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе кăсăкланнă, юмах-халап итлеме юратнă. Çуллахи ăшă кунсенче тусĕсемпе шкулла вылянă чухне те Надя вĕрентекен пулма юратнă. Çав туртăм çитĕннĕçемĕн ỹссе пынă. Тăван сăмаха юратас, ăна ачасене чĕререн парăнса вĕрентес туртăм Надьăн ашшĕпе амăшĕн, Кронид Тимофеевичпа Маргарита Васильевнан, витĕмĕпе пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Тăван чĕлхене юратакан хĕрне амăшĕ вĕрентекен пулма пилленĕ. Унпа пĕрлех куккăшĕ, чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров повеçсемпе калавсем çырни те учитель профессине суйласа илме хавхалантарнă.

Нĕркеçри 8 çул вĕренмелли, Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулсем хыççăн хĕр Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ. Аслă шкула вăл "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăнах тăван шкула ĕçлеме таврăннă. Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче Надежда Кронидовна чылай çул тăрăшнă. Ун хыççăн Нĕркеç вăтам шкулне куçнă та, паянхи кунчченех юратнă ĕçре тăрăшать. Шкула çитерекен сукмака куллен такăрлатать.

- Вĕрентекен пулма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Чăваш чĕлхипе литературине ытларах ки-лĕштереттĕм. Ку предметсене Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Ольга Александровна Волкова вĕрентетчĕ. Вăл епле пĕлỹ пани, хăйне тытни йăлтах-йăлтах кăмăла каятчĕ. Ытла та çепĕç кăмăллăччĕ вăл. Педагог тивлечĕ ачасене ырра хăнăхтарассинче пулнă. Çакна халĕ хам та питĕ лайăх ăнланатăп, - калаçу пуçарчĕ Надежда Кронидовна.

Учитель ачасене тарăн пĕлỹ парас ĕçре 32 çул тăрăшать. Çак вăхăтра унăн вĕренекенĕсем вун-вун конкурс, олимпиада, фестиваль çĕнтерỹçисем, призерĕсем пулнă. Çакă мар-и вăл юратнă ĕç çимĕçĕ, ачасем çитĕнỹпе савăнтарни? Хăй суйланă профессие педагог çав тери кăмăллать. Вĕренекенсемшĕн интереслĕ пулас тесе яланах çĕннине шырать, уроксене хăйнеевĕр ирттерме тăрăшать.

- Пурнăçпа тан утма тăрăшатăп. Яланах хама аталантарма, çĕннине пĕлме талпăнатăп. Интереслĕ, пултаруллă çынсемпе, анлă тавракурăмлă ĕçтешĕмсемпе хутшăнатăп. Профессире мана пуринчен ытла çакă кăмăла килет. Паян учителĕн питĕ нумай пĕлмелле, анлă тавракурăмлă, харсăр пулмалла. Унсăрăн малашнехи пурнăçра питĕ йывăр килĕ. Тен, тепĕр чухне ытлашшипех кăткăс пулĕ, анчах çакă кирлех. Нумай вĕренни нихăçан та чăрмантармасть. Пуçа ĕçлеттерни пăсăклă мар, - шухăшне палăртрĕ вĕрентекен.

Ыттисен паха опычĕпе паллашма ăнтăлнипе пĕрлех, педагог хăйĕн кулленхи ĕçĕнчи ỹсĕмĕсем пирки каласа пама та вăхăт тупать. Сăмахран, вăл чăваш чĕлхипе литература учителĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн пĕрлехи семинарĕсенче пĕрре кăна мар тухса калаçнă, уçă урок нумай ирттернĕ. Пĕлтĕр "Чувашия" патшалăх компанийĕн телевиденийĕнче, Наци радиовĕн эфирĕнче калаçнă. "Халăх шкулĕ" журналта та унăн материалĕсем кун çути кураççĕ.

Çапла, вĕренỹри тата общество ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Надежда Кронидовна чи ырă сăмахсене тивĕç. Унăн ĕçри ỹсĕмĕсене палăртса хисеплĕ вĕрентекене Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин, Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Çемье архивĕнче ытти наградăсем те типтерлĕн упранаççĕ. Вĕсем кашниех ĕçри ỹсĕме çирĕплетеççĕ.

Çемйи тенĕрен, Надежда Кронидовнăпа Вячеслав Егорович Ефремовсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн 32 çул утаççĕ. Вĕсем икĕ ывăла - Валерийпе Евгение - кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕсем çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Паян Ефремовсем икĕ мăнукпа чунтан савăнаççĕ.

- Çемье телейĕ - ачасенче, мăнуксенче, вĕсем тăнăçлăхра, килĕшỹре пурăннинче, - теççĕ мăшăрсем. Ефремовсем - пурнăç çулĕпе çирĕп утакансем. Вĕсем йывăç-тĕм пайтах лартнă, ывăлсем çитĕнтернĕ, капмар çурт хăпартнă. Сăмах май каласан, вĕсем çамрăкла лайăх пурнăç шыраса хулана тухса кайман, тăван килте тĕпленнĕ, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă. Тăван кил вучахне сỹнме паман килĕшỹллĕ мăшăр. Паян вара тĕп киле ачи-пăчи, тăван-пĕтен пухăнсассăн çурт савăнăçпа тулать. Пурнăçра телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ?

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика