ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар чунлă ветеран

29 сентября 2017 г.

Çĕнĕ Кипеç ялĕнче кун çути курнă, анлă тавракурăмлă Куляна ача чухнех тĕрлĕ шухăш канăç паман. Анчах та вăл вăхăтри пурнăç шайĕ хальхипе танлашайман çав, çавна май 6 ачаллă çемьере çитĕннĕскерĕн 6 класс вĕреннипех çырлахма тивнĕ. Амăшне пулăшас тĕллевпе арçын ача колхоза ĕçлеме çỹрет.

- Хире тухса шăннă çĕрулми пуçтараттăмăр, анне вара крахмал пашалăвĕ пĕçерсе çитеретчĕ. Курăк чейĕ вĕретсе ĕçеттĕмĕр, - аса илет ачалăх кунĕсене Киров поселокĕнче пурăнакан Николай Скворцов.

Вăрçă хыççăн Куля Нĕркеç ялĕнчи "Ким" колхозăн çĕвĕ артельне ĕçлеме вырнаçать. Кунта унăн пиччĕшĕ Василий тăрăшнă. Çамрăк унта кĕрĕк, сăхман, карттус, çĕлĕк тата вăл вăхăтри ытти кĕпе-тумтир çĕлет. Ĕçе пĕлсе тата чунтан тăрăшса тунăшăн ăна ĕçтешĕсем юратнă, хисепленĕ.

1947 çулта Скворцовсем Киров поселокне куçса килнĕ. Çар службине Николай Венгрире ирттерет. Миномет расчечĕн командирĕ яла 1952 çулта таврăнать те МТСа комбайнер пулăшуçине ĕçе вырнаçать. Канашри механизаци училищинче ăс пухать, çав вăхăтрах хăйне пур енлĕ аталантарма тăрăшать. Кĕвĕ-çемĕ кăмăллаканскер, хуткупăспа выляма вĕренет. "Самоучитель" кĕнеке туянать, нотăсем вулама, унтан тĕрлĕ кĕвĕсем выляма хăнăхать. Казахстанран, çĕнĕ çерем уçнă çĕртен, таврăнсан вăл фотографипе кăсăкланма пуçлать. Паллах, ăсталăха Николай Константинович каллех хăй тĕллĕн алла илет. Чылай тăрăшни сая кайман, сăнỹкерчĕксем аванран аван пулма пуçлаççĕ. Ăсталăх çирĕп пултăр тесе вăл чылай вăхăт "Советское фото" журнал çырăнать. Каярах ăна районти йăла пулăшăвĕ паракан комбината фотографа илеççĕ, 1970 çулта "Октябрь ялавĕ" хаçата вырнаçать. Николай Скворцов фотокорреспондент редакцире 19 çул тăрăшнă.

Николай Константинович чылайранпа ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Вăл пачах та ахаль лармасть: килти хуçалăха ертсе пырать, çĕр ĕçĕпе ĕçлет, çав вăхăтрах Луцки салинчи чиркĕве çитме те манмасть. Ĕмĕрĕнче сахал мар хура-шур курнă-тỹснĕ, апла пулин те чун тасалăхĕпе ырă кăмăлне çухатман вăл. Тĕрлĕ ĕçре вăй хунă пулсан та, çын хушшинче лайăх енчен çеç палăрнă. Паянхи кун геройне шыракансене çакна калас килет: инçетре çỹремеççĕ патриот туйăмлă хастарсем, вĕсем - пирĕн хушăмăртах!

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика