ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуç усмашкăн хăнăхман

29 сентября 2017 г.

Тăван ял, çуралса ỹснĕ вырăн... Çыншăн унран çывăххи урăх тата мĕн пур-ши?! Çуралса ỹснĕ кĕтес çынна яланах хăйĕн патнелле туртать, вăй парать, малалла пурăнма хистет, çав вăхăтрах ырă ĕçсем тума та хавхалантарса пырать. Акă, Çĕнĕ Кипеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Можаев та çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвас тĕллевпе фермер хуçалăхĕ хута янă.

Александр Николаевич çак отрасль вăрттăнлăхĕсене ачаранах курса-пĕлсе ỹснĕ. Унăн ашшĕ те, Николай, вăхăтĕнче хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пынă. Арçын ача çуллахи каникул вăхăтĕнче аслă пиччĕшĕсемпе тата юлташĕсемпе пĕрле утă-улăм хатĕрленĕ, турттарнă çĕрте тар тăкнă, Çапла, вăл темиçе тĕрлĕ техникăпа та ĕçлесе курнă.

"Инкек куçа курăнса килмест", теççĕ. Çемье пуçĕ, хуçалăх ертỹçи часах чирлесе ỹкет, "рак" текен амака пула çут тĕнчепе вăхăтсăр сывпуллашать. Паллах, чылай çул ỹссе аталаннă, ура çине тăнă хуçалăха аркатса яни - пысăк çылăх. Çавна май хуçалăх "тилхепине" аслă ывăлĕ, Дима, тытать. Вăл халĕ пахча çимĕçпе тăрăшать.

- Малтанах шăпана хулапа çыхăнтарас теттĕмччĕ. Çавна май вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн республикăн тĕп хулине çул тытрăм, унта вара çул-йĕр машинисчĕн дипломне алла илтĕм. Анчах та чун тăван çĕреллех туртать, анне те киле таврăнма чĕнчĕ, - терĕ каччă.

Сар хĕвел çуттине пехилленĕ çыннăн сăмахĕнчен тухмасть Саша. Анчах та çамрăка ĕçсĕр ларни те килĕшмест. Çавна май вăл малтанах пиччĕшĕ патне вырнаçать. Ĕç технологийĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн çамрăксене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес тĕллевпе яш хăй те фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярать.

- Паянхи кун тĕлне хуçалăхра сăвакан ĕнесем пурĕ 16, пăруламаллисем те пур. Выльăхсене хальлĕхе килтех усратпăр, аннепе иксĕмĕр вĕсене ирлĕ-каçлă сăватпăр, - паллаштарчĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе çамрăк фермер.

Хĕл хырăмĕ пысăккине те асра тытать мал ĕмĕтлĕ яш. Хĕрĕх гектар çĕр çинче вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ỹсекен курăк лартса çитĕнтернĕ. Пỹлмене пухса кĕртнĕ "сарă ылтăнĕпе" утă-улăмĕ те хĕл каçма çителĕклех вĕсен, кăшт айккинче вара - траншейăра - сенаж янтăланă. Çĕр ĕçĕн технологийĕсемпе паллашас, тавракурăма татах та анлăлатас шухăшпа Саша аграри отраслĕпе çыхăннă хаçат-журнал та çырăннă иккен. Унсăр пуçне фермер-ертỹçĕ комбайн штурвалĕ умне те хăех ларать.

- Пур ĕçе те пиччесемпе калаçса ĕçлетпĕр, пĕр шухăшлă пулнине мĕн çиттĕр?! Вĕсем мана яланах сĕнỹ-канашсемпе, ĕçпе те пулăшаççĕ, - терĕ çамрăк.

Эпĕ çитнĕ чух та вĕсем пурте пĕрлеччĕ, çуллахи кун выльăхсем тăмалли вырăн хатĕрлетчĕç. Çумăртан хỹтĕленмелли çивитти тума палăртнă, хĕллехи вити те çумрах. Асăннă ĕçсене пурнăçлама "Çамрăк фермер" программăна хутшăнса 2 миллион та 700 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илни пулăшнă. 2016 çулта та çак программăна хутшăнса пăхнă вăл, анчах та балл çитменнипе грант тивĕçмен. Тепри пулсан, тен, аллине те сулатчĕ пуль. Çук, Саша апла хăтланман, вăл татах та тăрăшарах ĕçлеме пуçланă. Программăна хутшăнма 2017 çулхи март уйăхĕнче иккĕмĕш хут заявлени çырать. Тăрăшни-ĕçлени сая кайман, хальхинче Ял хуçалăх министерствинче Александр Николаевичăн бизнес-планне ăнăçлă тесе йышăннă, тивĕçнĕ нухратне куçарса панă.

- Ĕмĕт-тĕллев чылай. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесен, паллах, самаях тар тăкма тивĕ, анчах та эпĕ йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма хăнăхман. Вĕсем мана хăратмаççĕ, - терĕ вăл сывпуллашнă май.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика