15 сентября 2017 г.
Василий Родионович Родионов 1920 çулта Янкасси ялĕнче кун çути курнă. Яш 20 çул тултарсан, 1940 çулта, ăна салтака илеççĕ. Кунта вăл 23 стрелоксен дивизинчи 89-мĕш стрелоксен полкне лекет. 1941 çулхи август уйăхĕнче нимĕçсене хирĕç пĕрремĕш çапăçăва кĕрет. Вăрçă... Куççульпе çăвăннă çĕрсем, чĕресем витĕр хĕç тухнă çулсем... Ентешĕмĕр те вăрçăра виçĕ хутчен аманнă: 1941 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче, 1942 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче, 1943 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче. Хăюллă чăваш каччине часах сержант званине параççĕ, каярах вăл нумай çапăçăва разведчиксен отделенийĕн командирĕ пулса хутшăнать. 1945 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче Родионов разведчика паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне парса чыслаççĕ. 1945 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче каччă 2 степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне илме тивĕçлĕ пулни çинчен çырса хуни пур. 1945 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче апрельте çырнă награда хутĕнчи йĕркесемпе те паллаштарам: "1945 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Одер юханшывĕ урлă каçнă чухне тăшман тĕлли-паллисĕр пенĕ вăхăтра нимĕçсен Глитцен ялĕ çывăхĕнче çыранăн тепĕр енне çитсен, атака пынă тапхăрта, нимĕçсен траншейине вирхĕнсе кĕрсе пулеметне туртса илнĕ, тăшман çине пеме пуçланă. Нимĕçсем çухалса кайнă вăхăтра разведчиксем вĕсене çапса-ватса пĕтернĕ, траншейине те çĕмĕрнĕ. Родионовăн хăюлăхĕ взвода хăй умне лартнă задачăна пурнăçлама пулăшнă. Çак çапăçура вăл 7 фашиста тĕп тунă". 1945 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче тухнă 626-Н номерлă приказпа килĕшỹллĕн, пирĕн ентеше Богдан Хмельницкин 3-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă.
П.ЗАЙЦЕВ
Источник: "Каçал Ен"