ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герасимовсем: "Мăшăрăн пĕр чĕлхеллĕ пулмалла"

22 августа 2017 г.

Ырă чунлă ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн тĕслĕх. Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Розăпа Викентий Герасимовсем çакна тĕпе хурса пурăнаççĕ. Вĕсен хăтлă кил-çуртне кĕрсен унта юрату, туслăх хуçаланнине тỹрех туятăн. Хăна килсен Роза аппа самантранах сĕтел çине тутлă апат хатĕрлесе кăларса лартать. Правур-скер унталла кунталла чупса çеç çỹрет. Хăйĕн çулĕнчен чылай çул çамрăкрах курăнакан кил ăшши управçи "Мăшăрăм лайăх манăн", - терĕ савăнăçлăн йăл кулса.

ЧАПЛĂ ТУЙ КĔРЛЕТТЕРМЕН

Викентий Иванович Нĕркеçре çуралса ỹснĕ. Хирти Сĕнтĕр хĕрĕпе Розăпа отпуска килсен паллашнă вăл. Яштака хурăн пек йăрăс пỹллĕ, хурлăхан пек хура куçлă хĕре пĕрре курсах савнă каччă, ăна куçран тек вĕçертмен. Ун чухне пăрчăкан пек правур хĕр фермăра пăрусем пăхнă. Викентий Украинăра зоотехника вĕреннĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин патне виçĕ çул çыру шăрçаланă. Çав вăхăтра юрату туйăмĕ вăйланса пынă. Викентий телей ка-йăкне алăран вĕçертес темен, Розăна качча тухма ыйтнă. 1965 çулхи кăрлач сиввинче çамрăксем çемье çавăрнă. Чаплă туй кĕрлеттермен вĕсем. "Иксĕмĕр те хресчен çемйинчен, укçа-тенкĕ ытлашши пулман", - калаçăва малалла тăсрĕ кил хуçи арăмĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăксем Украинăна тухса кайнă. Викентий Иванович фермăра зоотехник тивĕçĕсене пурнăçланă. Роза аппа вара Луганск хĕрарăмĕсемпе пĕрле кар тăрса кăшман ани çумланă. Унта чăваш хĕрне хисепленĕ, сивĕ сăмах каласа кỹрентермен, май çитнĕ таран пулăшнă. Çамрăк мăшăр йывăç пураран тунă, тăррине улăмпа витнĕ çуртра пурăннă. "Эсĕ ку пỹртре пурăнма хăрамастăн-и? Кунта нимĕçсем çынсене вĕлернĕ вĕт", - тенĕ пĕррехинче пĕрле ĕçлекен хăрарăм Роза Гурьевнăна. "Çумра шанчăклă та тĕреклĕ упăшка пулсан нимĕн те шиклентермест", - хуравланă вăл. "Канмалли кунсенче Викентий тăрантаспа мана уй-хире хитре чечексем курма илсе каятчĕ", - йăл кулса аса илчĕ Роза аппа. Украинăра 11 уйăх пурăнсан Герасимовсем чун туртнипе тăван тăрăха таврăннă. Викентий Ивановичăн ашшĕ çуртра çамрăксем кирлĕ тенĕ, çавăнпа мăшăр тăван килтех тĕпленнĕ. "Упăшка малтан - Асанкассинче, кайран Пикшикре зоотехникра тăрăшрĕ. Ун хыççăн 17 çула яхăн Хирти Сĕнтĕр ял Совечĕн председателĕн тилхепине тытса пычĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçлерĕ", - мăшăрĕ пирки каласа кăтартрĕ Роза аппа. Хăй вара колхозра вăй хунă.

"ЧЕЧЕК ÇИНЕ ПĂХСА МАНА АСА ИЛ"

Телейлĕ мăшăр ултă ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ вĕсем - Виталий, Андрей, Лариса, Алена, Татьяна, Валерий - ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ. Герасимовсем ачисене çирĕп воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ашшĕ-амăшĕн йăвинчен вĕçсе тухнă ывăлĕсемпе хĕрĕсем тăтăшах тăван килне пухăнаççĕ. Герасимовсене ял-йыш хисеплет. "Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Çынна нихăçан та усал сунман", - терĕç кỹршисем.

Çулĕсем хушăнсах пыраççĕ пулин те, ĕçсĕр ларма пултараймаççĕ вĕсем: кишĕр, кăшман, сухан, çĕрулми лартса çитĕнтереççĕ. Кашни чỹрече янахĕ çинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Чечексем ешернине курсан çак килте килĕшỹ хуçаланнине пĕр сăмахсăрах ĕненме пулать. Ахальтен-им Роза аппапа Викентий тете пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ. "Çак хитре чечеке Викентий Шупашкара кайиччен татса килчĕ. "Эпĕ киличчен ан тунсăхла, чечек çине пăхса мана аса ил терĕ вăл", - кăмăллăн калаçрĕ Роза Гурьевна.

Кил хуçи арăмĕ тĕлĕнмелле тарават хĕрарăм. Вунă çул каялла вăл сăвăсем хайлама пуçланă. Роза аппан ал çырăвĕсен тетрадьне алла тытрăм. Мĕн çинчен кăна хайланă сăвă çук пулĕ унта?

Сакăр вунă çула çывхаракан кинемей мăшăрне халĕ те çав тери хытă юратни сăнỹкерчĕксен альбомне пăхса ларнă вăхăтра та сисĕнчĕ. "Çемье телейĕ мĕнре-ши?" - тесе ыйтсан Роза Гурьевна çапла хуравларĕ: "Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннинче. Мăшăрăн пĕр чĕлхеллĕ пулмалла, пĕр-пĕрин сăмахĕнчен иртмелле мар".

Çапла, килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕç те ăнса пырать, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарать. Çамрăксен пурнăç çулĕпе 52 çул пĕрле утакан Герасимовсенчен вĕренмелли пурах.

Р.ВОЛКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика