ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕринпе килĕштерни - тăнăç пурнăç никĕсĕ

04 августа 2017 г.

Çемьере туслăхпа килĕшỹ хуçалансан çеç унти лару-тăру лайăх. Пирĕн районта та тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пĕр çемьери пек татуллă пурăнать.

Хальхи вăхăтра 12 ял тăрăхĕнчен тăракан 54 ялта пурĕ 25600 çын кун кунлать. Районăмăрта тĕрлĕ чĕлхепе пуплекен 4 халăх - чăваш, вырăс, тутар, эрмен - килĕштерсе пурăнать. Паллах, вĕсен кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки. Тĕн пирки калас пулсан, вăл та вĕсен тĕрлĕрен. Апла пулин те ку пулăм районта пурăнакансемшĕн чăрмав мар. Конфесси тата наци тĕлĕшĕнчи уйрăмлăхсене пăхмасăрах, çамрăксем çемье чăмăртаççĕ, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Паллă ĕнтĕ, кунта пурăнакан тĕрлĕ наципе йăла-йĕрке тытакан халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннинче вырăнти администраци ĕçченĕсен тỹпи те пурах. Мĕншĕн тесен вĕсем çак хутшăнусене çирĕплетес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, вĕренỹ заведенийĕсенче ача-пăчапа профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. Унта вĕсем кĕçĕн çулхисене кашни халăхăн йăли-йĕркине хисеплеме кирлине тĕплĕн каласа ăнлантараççĕ. Ырă вăрлăхран çеç ырă çимĕç çитĕнет-çке. Ĕçченсем тăрăшни те сая кайман, пирĕн районта наци тĕлĕшĕнчен сиксе тухнă пăтăрмах пачах та çук. Ку вара - ырă пулăм.

Конфесси тĕлĕшĕнчен районта христиан тĕнĕпе пурăнакансем чылайăн пулнине па-лăртмалла. Культ объекчĕсем пурĕ 15, вĕсенчен 6-шĕ - православи чиркĕвĕ, 9-ĕшĕ - мăсăльмансен мечечĕ. Кỹршĕллĕ халăхсем тĕн тĕлĕшĕнчен хирĕçни е килĕштерейменни çук. Юлашки вăхăтра нацисем хушшинчи çыхăнусем тачăланни палăрать. Ăна çирĕплетекенни - тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем пĕр-пĕринпе юратса çемье çавăрни.

Акатуй, Сабантуй - тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерме пулăшакан ырă уявсем. Çак праçниксене яланах тĕн организацийĕсен ертỹçисем хутшăнаççĕ. Район администрацийĕ те религи пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе час-часах ĕçлĕ калаçусем ирттерет.

Комсомольски районĕнче "Единая Россия", "КПРФ", "ЛДПР" тата "Справедливая Россия" политика партийĕсен вырăнти уйрăмĕсене регистрациленĕ. Палăртмалла, асăннă партисен ертỹçисем те терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ çинчен лайăх пĕлеççĕ. Регистраци урлă тухман партисемпе юхăмсем тата вĕсен идеологине пăхăнакансем районта çук.

Муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, район территорийĕнче кăçалхи 1-мĕш çур çулта уголовлă преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 25,3 процент чакнă. Террор сĕмĕллĕ, конституци стройĕн никĕсĕсене хирĕçле, унсăр пуçне этика, раса тата тĕн енĕпе çыхăннă преступленисем çук. Миграци службин ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, район территорийĕнче ют çĕршыв гражданĕсем 45-ĕн пурăнаççĕ. Вĕсем пурăнма суйласа илнĕ ял поселенийĕсен администрацийĕсем çине тăнипе вырăнти тăнăçлăха пĕр шайра тытса тăма май килтереççĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика