28 июля 2017 г.
Комсомольски районĕ пултаруллă харсăрсемпе пуян. Кам кăна çук-ши вĕсен йышĕнче?! Совет Союзĕн Геройĕсем, паллă сăвăçсемпе халăх чĕрине вырнаçнă çыравçăсем, ỹнер ăстисемпе спортсменсем... Районăмăр Тăван çĕршыв умĕнче яваплăха туякан, унăн аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакан çынсене кун çути парсах тăрать. Çакăн евĕр харсăрсенчен пĕри - Шупашкарти "Промэнерго" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Анатолий Иванов.
Толя Çĕнĕ Кипеç ялĕнче çуралнă. Асăннă ялти вăтам шкул хыççăн йĕкĕт республикăн тĕп хулине çул тытать. Шкулта та аван ĕлкĕрсе пынăскер, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренме кĕрет. 5 çул ăс пухнă хыççăн каччăна çара илеççĕ. Дипломлă специалист кунта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Сăмах май каласан, арминче Анатолий офицер пулнă. Çартан таврăнсан йĕкĕт Шупашкарти тракторсем туса кăларакан заводра чылай вăхăт вăй хурать, промышленноçри ĕç вăрттăнлăхĕсемпе те кунтах тĕплĕн паллашать. Часах çĕршывра самана улшăнать, çавна май пурнăçа та çĕнĕлĕхсем кĕртет. Ялта мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕскер, А.Иванов хăй предприяти уçма тĕв тăвать. "Тăрăшмасан тытнă пуллуна та кỹлĕрен туртса кăлараймăн", - тет вăл хăйне хăй. Мал ĕмĕтлĕ арçыннăн çанă тавăрса ĕçлени харам пулман, Анатолий Флегентович хута янă предприяти паянхи кун республикăра кăна мар, Раççейре те ăнăçлисенчен пĕри шутланать. "Промэнерго" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ рынокра вун тăхăр çул. Асăннă предприяти çĕршыва пысăк тата пĕчĕк пусăмлă электрооборудованипе тивĕçтерсе тăрать. Кунтан тухакан продукципе энергетикăпа металлурги, нефть тата газ кăларакан отрасльсенче, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра та анлăн усă кураççĕ. Пысăк тавракурăмлă тата çивĕч ăслăскер, хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи электротехника тата электроаппаратура кафедринче попечительсен совечĕн членĕ те шутланать.
Çỹллĕ шайри профессионал-электротехникран Раççейри тата республикăри компанисен ĕçченĕсем час-часах ĕçлĕ сĕнỹсем ыйтаççĕ. Анатолий Флегентович вĕсене хаваспах пулăшать. Çавна май ĕçтешĕсем хушшинче вăл чыспа хисепе çĕнсе илнĕ, çемйипе тус-йышĕ те унпа мăнаçланаççĕ. Çемье тенĕрен, Анатолий Флегентович 3 ача ашшĕ, аслă ывăлĕ Олег та, хăй пекех, инженер, вĕсем пĕрле ĕçлеççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2013 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчи 32-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн, Анатолий Флегентовича "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ промышленноç ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Çав çулхинех ăна "Слава России" орденпа наградăлаççĕ. 2016 çулта вара ĕçри çитĕнỹсемшĕн, çĕршыв аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Анатолий Флегентовича Раççей Президенчĕ Владимир Путин Тав хучĕ парса чыслать.
Обществăлла ĕçсем тенĕрен, Анатолий Иванов - "Кĕтне" ентешлĕхĕн председателĕн çумĕ. Суту-илỹпе промышленность министерствин 2017 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн, промышленноç аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ăнăçлă ĕçленĕшĕн Анатолий Иванов "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ" ята тивĕçнĕ.
Хисеплĕ ентешĕмĕр çуралса ỹснĕ вырăнĕсене манмасть. Çĕнĕ Кипеçĕн харсăр ывăлĕ тăван тăрăха килсех çỹрет, ентешĕсене пулăшать. Комсомольски ялне пырса кĕнĕ çĕрте лартнă стелăшăн та Анатолий Ивановах тав сăмахĕ каламалла. Ăна вăл ертсе пыракан предприятире тунă, вĕсемех лартса вырнаçтарнă.
Çак кунсенче Анатолий Флегентович сумлă юбилейне паллă турĕ. Ултă теçетке çул урлă каçнă пулин те, вăл вăр-вар та маттур, çирĕп вăй-халлă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер, çутă ĕмĕтсемпе малалла хастаррăн утать.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"