18 июля 2017 г.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Нĕркеç тата Янкасси ялĕсене пурăнакансем пĕрле тăрăшнипе Нĕркеç ялĕнче часовня туса лартнăччĕ. Кăçал вара унта пирвайхи хут службăсем иртме тытăнчĕç. Комсомольски чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте халĕ кашни вырсарикун кĕлĕ ирттерет. Ял çынннисем часовня алăкĕ чылай çул хупă тăнă хыççăн уçăлнăшăн чунтанах савăннă.
Икĕ ялта пурăнакансем тăрăшнипе çак кунсенче часовня çуртне татах та пысăклатрĕç. Вĕсем хăйсен вăйĕпе никĕсне ячĕç, кирпĕчрен купаласа хăпартрĕç. Маттур ĕçченсене вара уйрăммăн палăртса хăварас килет: Александр Евграфов, Георгий Воронов, Валерий Голыев, Николай Федоров, Василий Гаврилов, Владимир Воронов, Петр Ефремов, Владимир Кошкин, Анатолий Яковлев, Владимир Сидоров, Василий Смирнов. Арçынсем стройкăра тăрăшнă пулсассăн, Валентина Алексеева, Антонина Николаева, Елизавета Иванова, Мария Ефремова, Галина Шандер вĕсене вĕри апат хатĕрлесе сăйларĕç.
- Нĕркеçпе Янкасси ялĕсенче пурăнакансем чăннипех те ырă ĕç пурнăçларĕç. Кашниех вăхăт тупса часовньăра ĕçлеме май çитерчĕ. Тавах пурне те! Малашне те çаплах тăрăшасчĕ, - терĕ пурне те чĕререн тав туса Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.
А.МАРИЯН
Источник: "Каçал Ен"