ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье саккинче 60 çул ытла

02 июня 2017 г.

"Мăшăрлантăн пулсан - юратăва упра", - хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Валентина Ардалионовнăпа Павел Кириллович Красновсем. Мăшăр çемье çавăрнăранпа кĕркунне 61 çул çитет. Бриллиант туй кĕрекине ларнă мăшăрсене манăн чăннипех те телейлĕ тесе калас килет. Вĕсем пурнăçри мĕнпур йывăрлăха пĕрле парăнтарса çемьене упраса хăварма, ачисене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Акă камсен чĕрисенче чăн-чăн юратупа хисеп пурăнать! Паянхи çамрăксем пек вĕсем пĕр-пĕрне, тен, нихăçан та "юрататăп" тесе каласа та курман-тăр, анчах пĕрех çак çепĕç туйăм пурнăç çулĕпе юнашар утма пулăшнă.

Ултă теçетке çул килĕштерсе пурăнакан мăшăр мана ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Сăнарах пăхса илтĕм - иккĕшĕ те пĕр сăнлах. Ăсчахсем нумай çул пĕрле пурăнакансем пĕрпекленни пирки тĕрĕсех калаççĕ пулас.

Сăмах çумне сăмах хушса Красновсем ачалăхĕсене те, çамрăклăхĕсене те аса илчĕç. Вĕсен вăл çăмăлах килмен. Вăрçă вăхăчĕ тата ун хыççăнхи çулсем нумай çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Павел Кириллович çут тĕнчене хаяр вăрçă кĕрленĕ чухне, 1942 çулта, килнĕ. Вĕсем улттăн пĕртăван пулнă. Арçын ача 7 класс пĕтерсенех "Красный маяк" колхозра ĕçлеме пуçланă. Шăпа ăна комсомол путевкипе Казахстана, Саратов, Новосибирск облаçĕсене илсе çитернĕ. Вăл çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕрте тăрăшнă. Кĕркунне, çуркунне Павел тракторпа тăрăшнă, çулла вара комбайн çине ларнă, тырпул пуçтарнă. Унта вăй хунă хыççăн яла таврăннă. Кайран вара унталла та кунталла çỹресе ĕç шыраман, тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра тăрăшнă. Павел Кириллович "Красный маяк" колхозăн чи маттур ĕçченĕ пулнă. Вăл утарта çеç 42 çул ĕçленĕ. Утарĕнче 120 ытла вĕлле пулнă.

Ĕмĕрĕпех вĕлле хурчĕ пăхнăскер, паянхи кун та юратнă ĕçе пăрахаймасть.

- Хамăра тата ачасемпе тăвансем валли пыл хатĕрлемешкĕн килте вĕлле хурчĕн çемйисене тытатăп. Вĕсемпе ĕçленĕ май вăхăт иртни сисĕнмест, хăнăхнă ĕçре чунпа канатăп.Ĕмĕрĕпех пыл çинĕрен пулĕ, сывлăха ỹпкелешместĕп, аванах çỹретĕп, - тет Павел Кириллович.

Шăпа пỹрнине Павел тете районти Хирти Сĕнтĕр ялĕнче тĕл пулнă. Тăванĕсем патне хăнана кайсассăн хитре хĕре, Валентинăна куç хывнă та, урăх ăна вĕçертмен. Хĕрпе каччă 1956 çулта кĕркунне пĕрлешсе çемье çавăрнă. Виçĕ хĕре -Ритăна, Людмилăна, Валентинăна - кун çути парнеленĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, качча панă. Паян Красновсем 5 мăнукĕпе чунтан савăнаççĕ.

Калаçу вĕçленнĕ май Валентина Ардалионовнăпа Павел Кирилловича ыйту памасăр та чăтаймарăм:

- Паян çамрăксем хушшинче уйрăлакан нумай. Эсир халь мăшăрланакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр? Тен, сирĕн пĕр-пĕр вăрттăнлăх пур?

- Мăшăрпа 60 çул пĕрле пурăнатпăр. Çак вăхăтра лайăххипе пĕрлех пĕр-пĕрне кỹреннĕ вăхăтсем те пулнă пуль, анчах яланах çемье тата ачасем пирки шухăшланă. Кашни кашăк-чашăк шăкăртатмассерен уйрăлса кайсан мĕн пулать? Хăшпĕр чухне илтнине те илтмĕш, курнине те курмăш тума пĕлмелле, - терĕ Валентина аппа кăшт шухăшласа ларнă хыççăн. Красновсен çемье телейĕ - килĕштерсе пурăннинче, пĕр-пĕрне хисепленинче. Çирĕп çемье - чи пысăк пуянлăх, вăл тĕрлĕ йывăрлăхран хỹтĕлет, пурнăç савăнăçĕ парнелет, пуриншĕн те шанчăклă тĕрев пулса тăрать. "Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем - çемйипе", - тесе халăхра ахальтен каламаççĕ.

Красновсен çемйи ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе пуян пулнăран çирĕп.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика