18 апреля 2017 г.
Республикăра "Семья в объективе" ятлă фотоконкурс пуçланчĕ. Чăваш Республикинче çемье пуянлăхĕпе ашшĕпе амăшĕн хакне ỹстерес тата несĕлсен йăли-йĕркине аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕскер кăçалхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕччен пырĕ.
Конкурс 3 номинаципе - "Моя семья и мой край" (паллă вырăнсенче тунă сăнỹкерчĕксем); "Наша большая СЕМЬЯ" (çемье портречĕсем); "Внимание! Стоп кадр!" (каннă е ĕçленĕ самантсенче ăнсăртран лекнĕ кăсăк самантсем) - иртет. Çулсем тăрăх вара икĕ - 12-15 тата 16-18 çулсем - ушкăна пайланĕ.
Унта хутшăнас текен уйрăм çынсемпе творчество коллективĕсен кăшт тăкакланма та тивĕ: хакĕ 150 тенкĕ. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕсĕр тата вĕсен хỹттисĕр тăрса юлнă ачасем конкурса тỹлевсĕрех хутшăнма пултараççĕ.
Ĕçсене çак адреспа ярса памалла: г.Чебоксары, ул. Афанасьева, д.13, кабинет №8.
Источник: "Каçал Ен"