ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлеме вăхăт çитнĕ

18 апреля 2017 г.

Çуркунне çитсен юр кайса пынăçемĕн куç умне симĕс курăкпа пĕрлех тасамарлăх та тухать. Чуна ыраттаракан тирпейсĕрлĕх кăмăла хуçать. Хĕл каçа хамăрах пăрахса хăварнă ĕнтĕ çак ăпăр-тапăра, апла пулсан халĕ хамăрăнах ăна пуçтармалла.

Район территорийĕнче тирпей-илем кĕртес тĕллевпе райадминистраци пуçлăхĕн Алексей Самаркинăн кăçалхи март уйăхĕнчи йышăнăвĕпе апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа майăн 29-мĕшĕччен экологи икуйăхлăхне ирттерме палăртнă. Çак хушăра хамăр пурăнакан вырăна, ял масарĕсене тасатса тирпейлемелле. Акци вăхăтĕнче ирттерме палăртнă чи пĕрремĕш субботник апрелĕн 14-мĕшĕнче иртрĕ. Çак кун район администрацийĕнче, организацисемпе предприятисенче, суту-илỹ точкисенче тăрăшакансем пурте харăс урама тухса çỹп-çап пуçтарчĕç, шăлса тасатрĕç. Унпа пĕрлех ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те айккинче юлмарĕç. Кашниех урама тухса ĕçлерĕ. Халĕ таврара тирпей-илем хуçаланать. Апла пулин те субботник кунĕсем малашне те пулĕç-ха. Йывăçсем лартса хăвармалла. Çанталăк ăшăтсанах хитре чечексем акăпăр, лартăпăр. Пурăнакан вырăнта яланах хитре те тирпейлĕ пултăр.

Дмитрий ГАЛКИН,

райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ:

- Кашниех халĕ кунсерен хĕвел пăхнипе усă курса кил умне, территорисене тирпейлеме тăрăшать. Тасатни питĕ лайăх, анчах та çỹп-çапа çиллĕ çанталăкра тата çурт, тĕрлĕ хуралтă çывăхĕнче çунтармалла мар. Çак ансат йĕркене пăхăнманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Çунакан çỹп-çап куписене, вĕсем çывăхра мар пулсан та, тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Кỹршĕсем хăйсем тирпейленĕ хыççăн чĕртнĕ çỹп-çап куписене пăхса тăманнине курсан вĕсене асăрхаттарăр. Типĕ курăкпа та асăрхануллă пулмалла. Çулсеренех уйсенче курăк çуннă тĕслĕх сахал мар. Çỹп-çап купине тивертрĕр пулсассăн ăна çунса пĕтичченех тимлĕ пăхса тăрăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика