ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун - праçниксен парçникĕ

14 апреля 2017 г.

Мăнкун - куçса пыракан праçник. Вăл çулсеренех тĕрлĕ уйăхри тĕрлĕ кунра, ака уйăхĕн 4-мĕшĕпе çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, çурхи уйăх тулнă хыççăнхи малтанхи вырсарникун пулать. Пасха, Христос чĕрĕлсе тăнă кун - чи аслă уяв, праçниксен праçникĕ. Эпир вилĕмрен чĕрĕлĕхе кĕресси, çĕр çинчен пĕлĕте куçасси çак кун пулса çитнĕ. Çак çутă та аслă праçник пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Комсомольски ялĕнчи Христос Турă çỹле кайнă ятпа лартнă чиркỹ настоятелĕпе Николай Спиридоновпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Кашни праçникпе канмалли кунсенчех чиркỹре яланах литурги кĕлли иртет. Мăнкун уявĕнче иртекен кĕлĕ йĕрки пирки вулакансене кăшт ăнлантарса параймăр-ши?

- Çак кун чиркỹре ытти кунсенчи кĕлĕсенчен расна, чаплă кĕлĕ пулать. Ун чух ирхи кĕлĕ шăп çурçĕрте пуçланать. Ирхи кĕлĕ умĕн священниксем çап-çутă тумтирсем тăхăнаççĕ те çутнă çуртасем тытса, хĕрес илсе, турăшсем йăтса, чан çаптарса ĕненекенсемпе пĕрле чиркỹ тавра çаврăнаççĕ. Çапла çаврăнни миро çăвĕ илсе пынă хĕрарăмсем Христос ỹтне шыранине пĕлтерет. Ирхи кĕлле чиркỹ алăкĕ умĕнче пуçлаççĕ, алăк ун чухне хупăнсах тăрать. Унта Мăнкун юррине: "Христос вилĕ-мĕнчен чĕрĕлнĕ, вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе, вилнисене чĕрĕлĕх панă", темиçе хут юрлаççĕ. Çав юрра юрласах чиркĕве кĕрсе каяççĕ.

- Николай атте, Артос çăкăр пирки те асăнса хăварар пулĕ....

- Çак кун литурги вĕçленес умĕн Мăнкун çăкăрне - артоса - кĕлĕ туса тасатаççĕ. Артос çакăн хыççăн Çутă эрне тăршшĕпех (Мăнкун эрнине Çутă эрне теççĕ) Патша алăкĕ умĕнчи аналой çинче выртать. Çутă шăматкун, литурги хыççăн, ăна ĕненекенсене валеçсе параççĕ. Артос - таса çăкăр, çавăнпа ăна ирхине, апат çиес умĕн, кĕлтуса пĕчĕккĕн çиеççĕ. Упрама та ăна ахаль апат-çи-мĕçпе пĕрле мар, турăшсем вырнаçтарнă таса кĕтесре упраççĕ.

- Мăнкун эрнинче алтарь алăкĕ уçă тăнине курма пĕрре мар тỹр килчĕ. Вăл тата мĕншĕн апла?

- Мăнкун эрнинче кĕлĕ тунă чух Патша алăкĕ, чăнах та, эрнипех уçă тăрать. Кашни кунах литурги хыççăн чиркỹре пухăннă халăх хĕресле çỹреве (крестный хода) тухать. Çак çỹрев вăхăтĕнче чи малта Христос хĕресне йăтса пыраççĕ, ĕненекенсен аллисенче çуртасем çунаççĕ, чиркỹ чанĕсем хаваслăн янăраççĕ. Хĕресле çỹрев Чăн тĕн çыннисем Иисус Христос тамăкпа вилĕме çĕнтернишĕн савăннине кăтартса парать. Тата тепĕр япала: Çутă эрнере юнкунпа эрнекун типĕ тытмаççĕ, ĕненекенсем эрнипех Мăнкун савăнăçĕпе пурăнаççĕ, Христос ячĕпе ырă ĕçсем тума тăрăшаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика