ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртнин сиенĕ

04 апреля 2017 г.

Яланах сывлăхлă пулас тесен кулленхи пурнăçра чир-чĕртен сыхланма пĕлмелле. Усăллă канашсемпе сĕнỹсене пăхăнса пурăнсан çеç пурнăçра хура та тĕтреллĕ кунсем пулмĕç. "Çамрăк ĕмĕр иккĕ килмест", - теççĕ ваттисем. Çирĕп пурнăç никĕсĕ - ку вăл ачаран сывă пурнăçа юратса унпа килĕштерсе пурăнни.

Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕпе шкулсенчи педагогика коллективĕсем пирус туртнине хирĕç кĕрешеççĕ. Учительсем ачасемпе пирус туртнин сиенĕ çинчен калаçусем ирттереççĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче "No smoking!" викторина-вăйă иртрĕ. Ăна шкулти социаллă педагог Н.И.Плеткина ертсе пычĕ. Хĕрỹ тупăшура Лев Пыркин, Екатерина Крысова, Дмитрий Митрофанов, Никита Голландцев, Виктория Воронова, Анжелика Порядкова тата Никита Иванов хастарлăхпа палăрчĕç. Çамрăксем ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем шырарĕç.

- Пирус туртакан спортсмен нихăçан та пысăк çитĕнỹсем тăваймĕ. Çавăн пекех табак туртни ăс-тăна та лайăх аталанма пулăшмĕ. Кун пек ачасем вĕренỹре те ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Çапла чĕре, ỹпкепе вар-хырăм чирĕсем те тĕтĕме пулах аптăратаççĕ. Пирус тĕпĕсене сỹнтермесĕр пăрахса хăварнипе мĕн чухлĕ пушар тухать тата! Апла пулсан, пирус туртнинчен мĕнле хăтăлмалла? Чи паха меслет - ăна туртма пуçламалла мар, - терĕç вĕсем.

Ачасем, эсир пур ĕçре те малта пулма тăрăшатăр. Хăвăр шухăшсене пурнăçа кĕртĕр, анчах табак тĕтĕмĕнче хăвăрăн телейлĕ пуласлăхăн никĕсне - ăс-тăнпа сывлăха - ан çухатăр!

Н.ПЛЕТКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика