ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и савăнса…

15 июля 2016 г.

Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем Питрав кунне уявлассине йăлана кĕртнĕ. Кашни çулах вĕсем июлĕн 12-мĕшĕнче вăййа тухаççĕ. Кăçал та чăваш кĕпи тăхăннă, тĕрĕллĕ тутăр çыхнă хĕрарăмсем, хĕрсем, арçынсем вăйă картине тăчĕç. Юрларĕç, ташларĕç. Паян чăвашсен çутă уявĕсенчен пĕрне асра тытни чăннипех те пархатарлă. Ватă çынсем аса илнĕ тăрăх, ĕлĕк хĕрсемпе каччăсем çимĕкре вăййа тухасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ, ятарласа çĕнĕ кĕпе çĕлеттернĕ. Каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне шăпах вăйăра куç хывнă.

Акă, Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем Питрав кунĕнче пур ял-йышпа савăннипе пĕрлех, хисеплĕ ентеше Иван Никонорович Михайлов таврапĕлỹçе, археолога сумлă юбилейпе чысларĕç. Культура çуртĕнче ятарлă курав та йĕркелерĕç. Иван Никонорович Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ялсен историне тĕпчес ĕçре нумай тăрăшнă. Паянхи кун та вăл алă усса лармасть, юратнă ĕçпе ĕçлет.

А.ЕФРЕМОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика