ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченсемпе тĕл пулнă

12 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов районта ĕçлĕ визитпа пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа Юрий Попов тĕп больница ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ĕçлĕ тĕлпулура сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕç укçи пирки, яллă вырăнта çамрăк специалистсене ĕçлеттерессине сỹтсе явнă. Алексей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, районта "Земство тухтăрĕ" программа лайăх ĕçлет. Шăпах нумай тухтăр-специалист асăннă программăпа килĕшỹллĕн районта ĕçе кỹлĕннĕ. Ялта пурăнакансене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе районта фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайнине те палăртма кăмăллă.

Ĕçлĕ ушкăн Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заводне те çитсе курнă. Асăннă заводра паянхи куна 17 тĕрлĕ сыр тата услам çу хатĕрлеççĕ. Хатĕр продукцие Самар, Ульяновск, Пермь, Хусан, Мускав хулисене тата ытти çĕре ăсатаççĕ. Завод директорĕ Вадим Агамирян пĕлтернĕ тăрăх, кăçал заводри тĕп производство цехне пысăклатасшăн.

Юрий Попов тата Алексей Самаркин районти тĕп больницăра, сĕт-çу заводĕнче пулса курнă май, унта тăрăшакансемпе курнăçнă. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă, тĕрлĕ темăна сỹтсе явнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика