ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хайлавĕсем чуна тивеççĕ

26 апреля 2016 г.

Геннадий Максимов çырнă повеçсем пире, ялта пурăнакансене, уйрăмах çывăх. Эпĕ, сăмахран, унăн тăватă кĕнекипе те паллашнă. Хайлавĕсенче - тăван халăхăн, чăваш ялĕн шăпи, паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ сăнарсем, ĕçсем.

Геннадий Максимов çырнă "Атăлти хĕрессем" повеçре чуна ыраттаракан темăна хускатнă. Кашни ялăн хăйĕн пурнăçĕ. Апла пулсан та, кашни ялтах пĕр пек çынсем пур. Харсăр та маттуррисем, телейпе савăнăçа кỹршĕ-аршăпа пайлакансем те, ĕçкĕпе иртĕхекенсем те тĕл пулаççĕ. Çав вăхăтрах, çын япăхтарах пурăнсан, вăрçăнсан - савăнакансем те. Ахальтен каламан ĕнтĕ халăхра "Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, - тесе.

Повеçĕн тĕп геройĕ - Николай Павлович Платонов. Вăл вăрçă нушине тỹснĕ çын. Ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕскер, темле йывăрлăха та чăтма хатĕр Николай Павлович - тỹрĕ чунлă, шуррине шурă, хурана хура пек йышăнать. Хăй çуралнă вырăна шутсăр юратать, хисеплет. Малашлăхпа пурăнать, йывăр пулсан та малаллах талпăнать. Авалхи йăла-йĕркене çирĕп тытса пырать. Айлăмкас çĕрĕпе масарне Атăла тивĕçлĕ чыспа парса хăварассишĕн яла пĕчченех юлни паттăрлăх мар-и вара?

Атăла путнă теплоход çинчи çынсен шăпи те шутсăр пăшăрхантарчĕ. Геннадий Максимов хăй тỹссе ирттернĕ пекех çырса кăтартнă ку пулăма. 60 киллĕ Айлăмкаса куçарса кайни, çурт-хуралтăсене çунтарса яни, Çĕр-Аннемĕр кăварланса çунни, хăйĕн ирĕкĕпе мар тулса-сарăлса пыракан Атăл шывĕ масара, унта канлĕх тупнă ял-йыша шыв айне туса пăрланса ларнине, халăхăн чун ыратăвне чĕррĕн кăтартса парать автор. Повĕçе куççульсĕр вулама çук

Сăмах май, Геннадий Максимовăн "Çĕрĕллĕ хура кушак", "Танец в ночи" кĕнекисем Наци библиотеки çулсерен ирттерекен "Халăх юратса вулакан кĕнекесем" конкурсри "Проза" номинацире республикăра чи нумай сасă пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Кăçал та кĕнекесене тивĕçлĕ хакласса шанатăп.

С.СОРОКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика