ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Каçал енпе" пĕрле пулăр

01 апреля 2016 г.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Апрелĕн 1-мĕшĕнчен 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма хаçат-журнал çырăнтармалли тĕп тапхăр пуçланчĕ. Редакци каталог хакне пĕр пус та хăпартмарĕ пулин те, Раççей почти хăйсен пулăшăвĕшĕн илекен хака кăштах çĕклерĕ. Çапла вара иккĕмĕш çур çула валли почта уйрăмĕсем урлă "Каçал ене" 392,70 тенкĕпе çырăнма пулĕ (киле çитерсе парсан). Почта уйрăмне хăвăр кайса илсен вара 365,82 тенке ларĕ.

Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви çу-мĕнчи экспертсен канашĕ "Каçал ен" хаçата 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулти социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă информаци хатĕрĕсен шутне кĕртнине пĕлтерме кăмăллă. Çавăнпа та Раççей почти апрель -июнь уйăхĕсенче çырăнтару вунăкунлăхĕсем ирттернĕ вăхăтра çырăнтару хакĕ 15 процент чакма пултарĕ.

Комсомольски ялĕнче пурăнакансен тата райцентра куллен ĕçе çỹрекенсен йỹнĕрехпе район хаçачĕллĕ пулмалли икĕ меслет пур: альтернативлă майпа (редакцие килсе илмелле ) тата "Чăвашпичет" киоскĕ урлă çырăнмалла. Капла 6 уйăхлăха 162 тенкĕ тỹлемелле.

Хаклă вулаканăмăрсем, эпир район хыпарĕсене сирĕн пата вăхăтра çитерес тесе тăрăшатпăр, сирĕншĕн ĕçлетпĕр. Йĕри-таврара таварсен, пулăшусен хакĕсем самай ỹсрĕç. Акă, хаçат пичетлемелли хутăн пĕр килограмĕ те 24 тенкĕрен 32 тенке çитрĕ. Апла пулин те, эпир хальлĕхе каталог хакне çав шайрах хăвартăмăр, ку сире кăштах та пулин çăмăллăх кỹрĕ тесе шутларăмăр. Çавăнпа та эсир те пире ăнланасса, нумай çул тытнă çыхăнăва малалла та тăсасса шанатпăр. Çĕр хĕвелсĕр, пулă шывсăр, ача ашшĕ-амăшĕсĕр, уйăх каçсăр пулайман пекех, хаçат та вулакансăр пурăнаймасть. Вулакана вара чун апачĕ сывлăш пекех кирлĕ. Апла пулсан, "Каçал ене" пурте çырăнăр, яланах пирĕнпе пĕрле пулăр!

Любовь ШУРЯШКИНА,

тĕп редактор

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика