ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксем - пирĕн туссем

29 марта 2016 г.

Нумаях пулмасть Нĕркеç вăтам шкулĕнче "Кайăксем - пирĕн туссем" эрнелĕх иртрĕ. Çак вăхăтра кашни класрах тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем, уçă уроксем, викторинăсем, конкурссем йĕркеленĕ.

Акă, 1-мĕш класра пирĕн тăрăхра хĕл каçакан, кăнтăра вĕçекен кайăксемпе паллашса презентаци йĕркелерĕмĕр. Класс сехетĕнче вĕренекенсем кроссвордсене шĕкĕлчерĕç, викторинăна хутшăнчĕç. Кăнтăртан вĕçсе килекен кайăксем валли шăнкăрч йăвисем хатĕрлессипе те маттур пулчĕç пĕрремĕшсем. Акă, Данил Антипов, Сергей Михеев, Тимур Яковлев, Лена Михайлова, Даниил Алексеев хатĕрленĕ шăнкăрч йăвисем ытла та илемлĕ пулса тухнă. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ пулăшу кỹнине палăртса хăвармалла.

7-мĕш класра вĕренекенсем те хастар пулчĕç эрнелĕхре. Вĕсем шкулти вĕренекенсене кайăксен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Класра йĕркеленĕ КВНта та пуçарулăхпа палăрчĕç. Хĕрỹ тупăшура "Ястреб" ушкăн çĕнтерчĕ.

Ачасем кайăксем пирĕн туссем пулнине лайăх пĕлеççĕ, çавна май хĕлле сырăшсем хатĕрлеççĕ, çунатлисене апатлантараççĕ. Çуркунне шăнкăрч йăвисем çакса вĕсене кĕтсе илеççĕ.

Г.КРАСНОВА,

М.ТИШОВА,

вĕрентекенсем

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика