ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенмен çын чăннипех те ăста

26 февраля 2016 г.

Кашни хĕл юртан калăпланă тĕрлĕ кỹлепесем Нĕркеç ялне илем кỹреççĕ. Пысăк та капмар кĕлеткесемпе ял çыннисем киленеççĕ, таврари ялсенчен, районтан, тĕрлĕ хуласенчен яла килекенсем тĕлĕнеççĕ. Юртан тĕрлĕ фигура ăсталаканĕ Нĕркеç ялĕнчех тĕпленнĕ. Геннадий Егорович Ефремовшăн çакă чун апачĕ. Вăл пушă вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерме тăрăшать.

Пуçласа Геннадий Егорович çурт умĕнче Юр пике калăпланăччĕ. Тăватă метра яхăнччĕ те вăл, таçтанах курăнса ларатчĕ. Каярах çурт умне юр-акăшсем те вĕçсе килчĕç, унтан сурăх та, виçĕ лаша та ăсталанă. Ĕçчен кашни çулах мĕн те пулин çĕннине ĕçе кĕртме тăрăшать. 2014 çулта Илья Муромец лашипе мĕн тери мăнаçлă курăнатчĕ. Магазин патĕнчи Кремльти Спас башни умĕнче те кашниех асăнмалăх сăн ỹкерттернĕ.

- Кашни çулах юртан тĕрлĕ япала ăсталас килет. Кун пирки маларах шутлатăп, сăн ỹкерчĕксене интернетра шыратăп, тупатăп. Тĕрлĕ тĕспе сăрлама ятарласа колер туянатăп. Юр çителĕклĕ пуçтарса çитеретĕп те ĕçе пуçăнатăп. Кăçал та çаплах пулса тухрĕ. Чи малтанах хапха умĕнче мăнуксене ярăнса киленме юртан тăвайкки туса патăм. Çак ĕçе ачасем те, мăнуксем те хутшăнчĕç. Кам юр купаларĕ, тепри шыв сапрĕ. Эпĕ вара илемлетме пуçăнтăм. Тăвайкки крокодил пултăрах: пуçĕ те, хỹри те вырăнĕнчех. Симĕс сăрăпа сăрларăмăр. Хатĕр! Ярăнса килен çеç. Кăрлач уйăхĕнче Мускаври чи паллă архитектура палăкĕсенчен пĕрне - сăваплă Василий Соборне - тума пикентĕм. Кун пирки пĕлтĕ-рех шутласа хунăччĕ. Кил картишĕнчех чи малтанах çавра тăрăсен кỹлеписене ăсталарăм, шыв сапса, сăрласа хытартăм. Хĕресне пралукпа фольгаран турăм. Кашни кунах тăрăшни сая каймарĕ, хапха умĕнче Собор мăнаçлăн курăнчĕ, - терĕ ĕçĕпе паллаштарса Геннадий Егорович.

Канмалли кунсенче, каçхине уйăх çутипе ĕçленĕрен, ĕçе палăртнă вăхăтра вĕçлеме май килнĕ. Шел пулин те, çанталăк ăшăтса янăран сăваплă Василий Соборĕн илемĕпе хĕлĕпех киленме май килмерĕ. Вăл ирĕлсе, сăнне çухатрĕ. Апла пулин те ăстаçă ял çыннисене, ачасене савăнма тепĕр кĕлетке - пысăк слон турĕ. Ачасене ярăнса киленме ун çинчех тăвайкки пулчĕ, унта хăпарса анма меллĕрех пултăр тесе картлашкисене те туса пачĕ. Ача-пăчасен хавас сасси кунта чылайччен ян! янрарĕ.

Ку çеç те мар, Геннадий Егорович кăçал районта "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016" ăмăрту иртнĕ вырăнта, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче юр-хапха тунă, ăна сăрласа илемлетнĕ, 2016 çул символне шута илсе, упăте калăпланă.

Пĕр сăмахпа каласан, ỹркенмен çын ăста пулнă, теççĕ. Геннадий Егорович Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă май, кунсерен тĕрлĕ ыйту татса парать, уçăмлатать, ыйтупа пыракан çынсене йышăнать. Çав вăхăтрах чун киленĕçĕпе йăпанма вăхăт тупать. Çитес хĕлле те Ефремовсен умĕнче тĕрлĕ илемлĕ кỹлепесем пуласси иккĕлентермест.

- Ăсталанă кĕлеткесене çынсем хаклани, вĕсем патĕнче асăнмалăх сăн ỹкерттерни ĕçлеме хавхалантарать, - тет ăстаçă.

А.МАРИЯН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика