ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çỹреврен - хавас кăмăлпа

16 февраля 2016 г.

Ачасене тăван тăрăх историйĕпе паллаштарасси - аслисен тивĕçĕ. Çак тĕллевпех иртнĕ эрнере районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче экскурсире пултăмăр. Нĕркеç вăтам шкулĕн 2, 3 тата 4-мĕш класĕсенче пĕлỹ пухакансем музея пĕрремĕш хут çитсе курчĕç. Вĕсем Алена Полякова экскурсовод район историне каласа панине, музейра упранакан экспонатсемпе паллаштарнине тимлĕн итлерĕç. Тĕрлĕ япалапа кăсăкланса ыйтусем пачĕç. Сăмахран, вĕренекенсем ĕлĕкхи вăхăтри пир вырăнĕпе интересленчĕç, ỹкерчĕксен выставкипе те паллашрĕç. Курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ.Районти 31-мĕш пушар чаçне çитсессĕн ачасем тĕлĕннине пытармарĕç. Мĕнлерех пысăк автомашинăсем лараççĕ кунта!? Ĕçченсемпе автомашинăсем яланах çула тухма хатĕр. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем вĕренекенсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, яланах асăрхануллă пулмаллине каласа хăварчĕç. Вут-кăвар пысăк инкек кỹме пултарнине кашнинех пĕлмелле.

Ачасем çул çỹреврен хавас кăмăлпа таврăнчĕç, мĕн курнине, илтнине пурте пĕрле сỹтсе яврĕç.

Л.КУЗНЕЦОВА,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика