ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç туни хамăршăнах лайăх

26 января 2016 г.

Çак кунсенче Нĕркеç вăтам шкулĕнче "Птичья столовая" акци пырать.

Кăçал, юр нумай çунăран, пирĕн енче хĕл каçма юлнă кайăксене уйрăмах йывăр. Вĕсене апат тупса çиме питĕ хĕн.

Кĕçĕн классен ачисем акцие питĕ хастар хутшăнчĕç. Кашниех кайăксене валли сырăш туса хатĕрлерĕ. Чи лайăххи, çирĕппи, илемли 2-мĕш класра вĕренекен Павел Беляевăн пулчĕ.

Сырăшсене шкул пахчинче ỹсекен йывăçсем çине çакрăмăр. "Хăнасем" нумай кĕттермерĕç. Икшерĕн, виçшерĕн сырăш çине вĕçсе килме, апатланма пуçларĕç. Ачасем уншăн питĕ хĕпĕртерĕç.

Çут çанталăка, кайăксене юратакан ача лайăххине хăнăхать. Килĕсенче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлени çемьене те çирĕплетет, аслисене те хисеплеме вĕрентет.

Л.КУЗНЕЦОВА,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика