ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçалсем - Шупашкарта

19 декабря 2015 г.

Районти суйлав комиссийĕ нумаях пулмасть "Эпĕ - Раççей гражданинĕ" конкурс ирттерчĕ, унта вăтам шкулсенче 10-11-мĕш классенче ăс пухакансем вăй виçрĕç. Иртнĕ шăматкун вара, шăпах Конституци кунĕнче, тĕп хуламăрти пиллĕкмĕш гимназире çак конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Кунта Чăваш çĕршывĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ çирĕм ултă ушкăнри икçĕр ача тупăшрĕ. Вĕсем пурте - район шайĕнче мала тухма пултарнисем. Комсомольски районĕнчен çитнĕ ушкăн пилĕк ачаран тăрать. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи Э.Антонов, Нĕркеç шкулĕнчи А.Белкина, Хирти Мăнтăр шкулĕнчи Ю.Кузьмина, Асанкасси вăтам шкулĕнчен харăсах икĕ вĕренекен - А.Прокопьева тата Н.Храмова пулчĕç, иккĕшĕ те вунпĕрмĕш класра ăс пухаççĕ.

Хутшăнакансене анлă программа кĕтрĕ пулин те, вĕсем конкурсăн çитес тапхăрĕ пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Паллах, ыйтусем çăмăлах пулмарĕç, вĕсенчен ытларах пайĕ суйлавпа çыхăннă. Тест çĕр ыйтуран тăрать. Конкурсра пирĕн ачасем 37 командăран 14-мĕш, яллă районсем хушшинче 5-6-мĕш вырăнсене йышăннă.

Г.БЕЛКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика