ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Плана тултараççĕ, маттур ĕçлеççĕ

09 декабря 2015 г.

Почтальон ĕçĕ çăмăл мар, хаçат-журнал, чылай тавар илсе çỹремелле. Çула çуран тухсан вара тата та йывăртарах. Ялти кашни киле тенĕ пек çитмелле-çке. Пĕрне хаçат-журнал, теприне - çыру, виççĕмĕшне пенси укçи памалла.

Хирти Сĕнтĕр почта уйрăмĕнче тăрăшакансем шаннă ĕçе яланах кирлĕ пек пурнăçлаççĕ, плансене тултараççĕ, хаçат-журналне те чылай çырăнтараççĕ. Çакна ỹсĕмсем те çирĕплетеççĕ. Сăмахран, 2014 çулхи пĕтĕмлетỹпе вĕсем Канаш почтамчĕн çыхăну уйрăмĕсем хушшинче пĕрремĕшсем пулнă.

Паянхи кун уйрăмра пиллĕкĕн тăрăшаççĕ: Мария Петухова начальник, Надежда Шербустанова, Лидия Ефимова, Надежда Светлова, Лидия Журавлева почтальонсем. Пурте опытлă ĕçченсем. Сăмахран, Лидия Журавлева почта сукмакне 29 çул такăрлатать. Лидия Федоровна Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет.

Надежда Шербустанова та хăйĕн участокĕнче пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хаçат-журнал çырăнтарассипе те, тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерессипе те - чи маттуррисенчен пĕри.

Мария Петухова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен уйрăмĕ - ăнăçлă ĕçлекеннисен йышĕнче. Кашни кварталтах палăртнă плана пурнăçлаççĕ. Çакă, паллах, чи малтан пурте килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленинчен килет. Кунта тĕрлĕ ыйтупа килекенсене яланах пулăшма хатĕр. Электроэнергишĕн, газшăн, телефоншăн тỹлеççĕ. Посылка, тĕрлĕ бандероль яракан та йышлă. Ытларах салтаксем патне ăсатаççĕ вĕсене.

Уйрăмра кашни кунах ĕç кал-кал пырать: хаçат-журнал, çырусем килеççĕ. Анчах та почтальонсене çынсем хаçат-журнал сахал çырăнни пăшăрхантарать.

- Аслăрах çулхисем республикăри, районти лару-тăрупа паллашасшăн, маттур çынсем пирки вуласа пĕлесшĕн, пĕлтерỹсене те кăсăкланса пăхаççĕ, кирлине суйлаççĕ, саламсене вулаççĕ. Нумайăшĕшĕн хаçатра телепрограмма пичетленни те пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксене вара хаçат-журнал çырăнтарма çав тери йывăр. Мĕн кирлине интернетра вуласа пĕлме пулать теççĕ вĕсем. Апла пулин те чăн-чăн хаçат тусĕсем пирĕн хушăра пур-ха, - терĕ Надежда Светлова. Сăмахран, Хирти Сĕнтĕр участокĕпе илес пулсассăн Надежда Константиновна валеçекен ялсенче - Хирти Сĕнтĕрте, Хирти Ĕнелте - "Каçал ен" хаçата чылай çырăнса илеççĕ. Хальлĕхе 60 экземпляр çырăнтарнă. Почтальонсем 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн Раççей почтин Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕнче "Каçал ен" хаçата тата ытларах çырăнасса шанаççĕ. Хаçат тусĕсен çак кунсенче почтальонсемпе тĕл пулмалла, хаçат çырăнмалла. Юратнă кăларăмсем кашни килтех пулччăр!

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика