09 декабря 2015 г.
Элпуç ял тăрăхĕнче аслăрах çулсенчи ял ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Элпуç ялĕнчи Анна Михайловна Маркова 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хисеплĕ ватăна Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Гордеев, культура ĕçченĕсем, тăванĕсем, кỹршисем саламларĕç.
Анна Михайловнан пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл мĕн пĕчĕкренех ĕçе кỹлĕннĕ. Иртен пуçласа каçченех уй-хирте, йĕтем çинче ĕçленĕ. Арçынсемпе тан вăрман каснă. Хĕрарăм вăй-халне шеллемен.
Пушар хыççăнхи вăхăта аса илсессĕн кинемей ассăн сывлать. Вĕсен çурчĕ пĕр самантрах çунса кĕлленнĕ. Йывăр самантра пулăшнăшăн тăванĕсене, ял-йыша яланах тав тăвать.
Паян кинемей Коля шăллĕн çемйипе пурăнать. Ăна çемьере хисеплеççĕ, пур ĕçе те аппăшĕпе канашласа пурнăçлаççĕ. Анна Михайловна, 8 теçетке тултарнă пулин те, аллă усса лармасть. Кил-картишĕнче кăштăртатать, пахчара ĕçлет. Пушă вăхăтра алса-чăлха çыхать. Тăванĕсене, пĕлĕшĕсене мĕн чухлĕ япала çыхса панă пулĕ! Пĕринчен тепри илемлĕ пулса тухаççĕ.
Ĕмĕрĕпе ĕçре пиçĕхнĕ хĕрарăм нихăçан та больницăра выртса курман, эмел ĕçсе те сипленмен.
- Çут тĕнче калама çук хитре, малалла та çирĕп сывлăхпа утас килет-ха, - тет ăшшăн кулса Анюта аппа.
Р.РОЗОВА
Источник: "Каçал Ен"