28 ноября 2015 г.
Анне - пурнăçри чи çывăх çын. Вăл юлташ та, çывăх тус та. Йывăр вăхăтра пулăшать, сĕнỹ-канаш парать, лăплантарать, ăшшăн ыталаса çупăрлать. Вăл çумра чухне пурнăç илемлĕрех, туллирех. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула амăшĕн çунатти айĕнче ỹсеймен ачасем те пур. Вĕсен ăçта хỹтлĕх шырамалла-ши? Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене ют çынсем, тăванĕсем хăйсен çумне илсе тăван пепкине пăхнă пек ỹстереççĕ.
Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Котовсем те виçĕ пĕр тăван тăлăх хĕре тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вера Никифоровнăпа Зинон Анисимовичшăн 1989 çулхи январĕн 24-мĕшĕ - пурнăçри хура кунсенчен пĕри. Çак кунхи хыпар уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулнă. "Маня хĕрĕр вилнĕ", - пĕлтернĕ Патăрьел районĕн тĕп больницинчен. Унăн виçĕ хĕрĕ - Ира, Надя, Аля - тăлăха юлнă. Кĕçĕнни ун чухне 6 çулта çеç пулнă. Котовсем ачасене интерната пама килĕшмен. "Хамăр пăхса ỹстеретпĕр, вăй-хал çитет", - тенĕ çемье пуçĕ - ачасен кукашшĕ. Хĕрне тирпейлесе пытарнă хыççăн Зинон Анисимович ачасене тĕп киле илсе килнĕ.
Аслисем вăтам шкул пĕтернĕ, малалла вĕренме çул тытнă, кĕçĕннине ялти шкула янă. Çул хыççăн çул иртнĕ. Ватăсем мăнукĕсене ыттисемпе тан ỹстернĕ. Маньăн аппăшĕ Лидия ачасемшĕн чи çывăх юлташ пулса тăнă. Вăл, чи асли пулнăран-ши, кил-çуртри ĕçсене пĕтĕм-пех пурнăçланă. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă, ашшĕпе амăшне пулăшнă. Нĕркеç ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн мĕн çамрăкранах ĕçе кỹлĕннĕ. Чи малтанах Янкассинчи чăх ферминче ĕçленĕ вăл. 1965 çулта шкула урай çума вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă.
Ыттисем çемье çавăрса тухса кайнă пулин те, Лидя тăван килтех тĕпленнĕ, ашшĕ-амăшне пăхас тенĕ. Шăпа çапларах килсе тухнă-ши е Турри йăмăкĕн хĕрĕсене пăхма пилленĕ-ши? Апла-и, капла-и, вăл хĕрсемшĕн анне ăшшине парнелекенĕ. Лидия Зиноновна виçĕ хĕрне çитĕнтерсе, тивĕçлĕ воспитани парса, аслă пĕлỹ илме пулăшса вĕсене мăшăрлантарма вăй çитернĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлнă. Пурнăçра хурапа шурра уйăрма, ваттисене хисеплеме, пĕр-пĕрне сума суса пурăнма вĕрентсе ỹстернĕ.
- Аслисене хисеплĕр, тăван кил сукмакне ан манăр. Яланах килĕштерсе пурăнăр, - тесе пиллет Лидя аппа хĕрĕсене.
Кинемей çак кунсенче 78 çул тултарнă пулин те, вăр-вар çỹрет. Кил-картишĕнче кăштăртатать. Çулла пахчара тăрăшать, хĕллехи вăхăтра çăм арлать, çип пĕтĕрет, чăлха-нуски, чĕнтĕр çыхать. Кил-çуртра тĕрленĕ япала чăннипех те нумай. Сĕтел çинче 30 çул каялла чĕнтĕрпе çыхнă шурă сĕтел çитти. Турум çаккисем те хитре эрешлĕ. Тĕрленĕ минтер пичĕсен шучĕ те çук. Вĕсенчен нумайăшне Лидя аппа çынсене парнеленĕ. Ал ĕç тума юратаканскер, хĕрĕсене те çак ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ỹстернĕ. Вĕсем пурте тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, çĕлеме те пĕлеççĕ. Хĕрĕсем çĕленĕ, тĕрленĕ япаласем килте тирпейлĕн упранаççĕ. Акă, Аля тĕрленĕ кавирсем алкумне илем кỹреççĕ. Диван, кравать çиттисене те кĕçĕнни çĕленĕ.
- Эпĕ вĕрентсе ĕçе хăнăхтарни сая кайманни чăннипех те савăнтарать. Вĕсем паянхи кун та çакна мĕнле тусан аван-ши, мĕнле çĕлемелле-ши е тĕрлемелле-ши тесе сĕнỹ-канаш ыйтаççĕ. Мĕн пĕлнине вĕрентетĕп, ас туса юлма асăрхаттаратăп, - тет ватă.
Калаçса ларнă май ватă çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксемпе, Хисеп грамотисемпе, хучĕсемпе, нумай çул упранакан çырусемпе паллаштарчĕ. Сăн ỹкерчĕксенчен альбом тунă. Кунта хĕрĕсем шкулта пĕлỹ пухнă, вĕренсе тухса алла диплом илнĕ, мăшăрланнă, ача-пăчаллă пулнă самантсем пайтах. Çырусен çыххи те пысăк. Вĕсене камсем çырнă-ши? тесех алла илтĕм. Пурте хĕрĕсем вĕреннĕ вăхăтра çырнисем иккен. Вĕсене вăл пушă вăхăтра алла илет, вулать.
"Лидя аппа, эс пурнăçра телейлĕ çын-и?" - кăсăкланатăп сăмах çăмхине сỹтсе.
- Паллах. Ытти хĕрсем пек, качча кайса çемье çавăрма, ача çуратма пỹрмерĕ пулин те, эпĕ ура çине тăратнă хĕрсемпе, кĕрỹсемпе, мăнуксемпе савăнатăп. Вĕсем мана хисеплени, час-часах килсе çỹрени, уявсемпе саламлани чăннипех те паха. Пĕчченех пурăннăшăн ỹпкелеме пăхаççĕ, кашниех пĕрле пурăнма чĕнет, çилленместĕп. 78 çул тĕп килте пурăннă хыççăн ют çĕре мĕнле тухса каяс? Мана кунтах канлĕ те лайăх, - терĕ савăнса кинемей.
Лидия Зиноновна пурнăçра пархатарлă ĕç пурнăçланă. Амăшĕн ырă та çепĕç чĕри тапать ун кăкăрĕнче. Хăй пурнăç парнелемен пулин те, вăл виçĕ хĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă, анне ята чăннипех тивĕçлĕ. Хĕрĕсем çемьеленсе тăван килтен вĕçсе тухнă. Хĕрарăма телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ?
"Салам. Мĕнле пурăнатăр? Сывлăхсем аван-и? Чирлеместĕр-и? Кукаçипе кукамай мĕнле сывлаççĕ? Вĕсене пысăк салам. Манăн йĕркеллех. Вĕренетĕп, часах экзаменсем çитеççĕ. Тепĕр икĕ эрнерен канмалли кунсене киле пыратăп. Питĕ тунсăхлатăп. Сире курас килет, самантлăха та пулин. Эсир пурришĕн чунтан савăнатăп. Эсир пире хỹтлĕхе илмен пулсассăн, эпир ăçта пурăннă пулăттăмăр? Калама хĕн. Пĕр-пĕр ачасен çурте лекеттĕмĕр ĕнтĕ. Халĕ вара пурте пĕрле пĕр çемьере килĕштерсе пурăнатпăр. Манран телейлĕ çын та çĕр çинче çук. Часах киле пыратăп, эсир мана кĕтĕр. Кукаçипе кукамая хытă-хытă ыталатăп..." шăрçаланă пĕр çырура.
А.МАРИЯН
Источник: "Каçал Ен"